Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов арçынсен «Зенит-Казань» волейбол клубне Раççей Кубокӗнче çӗнтернӗ ятпа саламланă

Тутарстан Президенчӗ палăртнă тăрăх, çак çӗнтерӗве спортсменсем пысăк спорт ăсталăхне кăтартса вунпӗрмӗш хут тунă

«Паллă клубсем чапа тухнине пула, Тутарстанра волейбол питӗ хăвăрт темпсемпе аталанать, вăл чи массăллă спорт тӗсӗсенчен пӗри пулса тăчӗ», – тенӗ республика ертӳçи.

Рустам Минниханов команда ертӳçисене, вылякансене, Алексей Воробьев ертсе пыракан тренерсене тата республикăри Волейбол федерацийӗн ертӳçисене, клубăн спонсорне уйрăммăн саламланă.

Хусанти спортсменсен çӗнтерӗвӗнче болельщиксем, команда тусӗсем, Тутарстанра пурăнакан куракансем те хăйсен пайне кӗртеççӗ. Рустам Минниханов спортсменсене телей, сывлăх, малашне те пысăк çитӗнӳсем тума суннă. Çакăн хыççăн вăл командăна Тутарстан Республикин Президенчӗн Тав çырăвӗсене панă. Спортсменсем хăйсен клубне тимлӗх уйăрнăшăн тата республикăри спорта тӗрев панăшăн, Рустам Минниханова асăнмалăх медаль парнеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев