Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Бурсари автозаводра пулса курнă

Турцири автомобильсем туса кăларакан «TOGG» компание 2018 çулта çӗршыври пӗрремӗш автомобиле туса кăларас проекта пурнăçласа хута янă.

Унта икӗ тӗрлӗ хăватлă двигательлӗ автомобильсем кăларма палăртнă. Перспективăра пилӗк модель. 2023 çулта февраль уйăхӗнче çак машина çине заказсем илме пуçлаççӗ, март уйăхӗнче сутма тытăнаççӗ. Çулталăкне 175 000 автомобиль сутма палăртнă. Заводри технологисене 90% автоматизациленӗ. 
«Эсир паян кунта килни пирӗншӗн пысăк чыс», – тенӗ завод ертӳçисем Тутарстан Президентне. 
«Сире çакнашкал проектпа саламлатпăр. Пӗлтӗр июнь уйăхӗнче эсир ăна пире презентациленӗччӗ, паян ӗнтӗ ак производствона та курма май пур. Шанса тăратăп, ку проект ăнăçлă пулать», – тесе палăртнă Рустам Минниханов. 
Президента заводри сваркăпа пуху цехӗсене кăтартнă. Экскурси вӗçленсен хăнасем автомобилӗн тест-драйвне хутшăннă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев