Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов «КАМАЗ-мастер» команда спортсменӗсемпе тӗл пулнă

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов паян «КАМАЗ-мастер» команда спортсменӗсемпе тата вӗсен ертӳçисемпе Тарловка полигонра тӗл пулнă.

Тӗлпулура «КАМАЗ-мастер» командăн кăçалхи спорт сезонне пӗтӗмлетнӗ. Çитӗнӗвӗсем вара командăн çук мар. Вăл 2025 çулта Раççей чемпионачӗн тăватă тапхăрӗнче те çӗнтерсе кирлӗ чухлӗ очко пухнă, çӗнтерӳçӗ пулса тăнă.

«Пурçăн çул» раллире те грузовиксен ăмăртăвӗнче малтанхи виçӗ вырăна Çырчалли спортсменӗсем йышăннă, топ-5 йышне «КАМАЗ-мастерăн» тăватă машини те кӗнӗ. Çак раллире 12-мӗш хут çӗнтернӗ вӗсем.

Рустам Нургалиевич Тарловкăра çӗнетнӗ «КАМАЗ» спорт грузовикӗсемпе те паллашнă. Руль умне ларса тӗрӗслесе те пăхнă. Çӗнӗ техникăна ырланă республика ертӳçи.

Калаçура ТР Раисӗ «КАМАЗ-мастер» командăпа тӗл пуласси ырă йăлана кӗнине палăртнă. «Эсир пур турнира та ăнăçлă хутшăнтăр. Ача-пăча автоспортне аталантарнăшăн пысăк тав сире. Çак тӗлӗшпе пысăк ӗç пурнăçлатăр. Хамăр енчен те тӗрев парăпăр. «КАМАЗ-мастер» малашне те пире пысăк çӗнтерӳсемпе тата çӗнӗ çитӗнӳсемпе савăнтарасса шансах тăратăп», – тенӗ Рустам Нургалиевич.

«КАМАЗ» ПАО генеральнăй директорӗ Сергей Когогин команда кăçал ума лартнă задачăсене туллин пурнăçланине палăртнă. «Пирӗн тӗллев – пур малти вырăнсене те йышăнассиччӗ. Çакна пурнăçларăмăр эпир. Тепӗр çул та çаплах маттур пуласчӗ!» – тенӗ вăл.

 

Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев