Рустам Минниханов: «Казахстанăн патшалăх пуçлăхӗ килни пирӗн çӗршывсем географи тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те пӗр-пӗрне çывӑх пулнине кăтартать»
Рустам Минниханов Казахстан компанийӗсем Раççей экономикине инвестици хывнине, нумайăшӗшӗн Тутарстан Раççей рынокне тухмалли площадка пулнине асăнса хăварнă.
Раççейпе Казахстан финанс сферинче килӗштерсе ӗçлессине çирӗплетме шутлаççӗ, çав шутра финанссемпе çыхӑннӑ пӗрлехи проектсене аталантарасси урлӑ та. Кун пирки Тутарстан Раисӗ «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курӑм ушкӑнӗн председателӗ Рустам Минниханов Казахстан Президенчӗ Касым-Жомарт Токаев Раççее ӗçпе килес умӗн пӗлтерчӗ.
Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, Казахстанăн патшалăх пуçлăхӗ килни икӗ енлӗ хутшӑнусене çирӗплетессинче пысăк вырăн йышăнать.
«Ку регионсемпе компанисемшӗн пирӗн çӗршывсем географи тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те пӗр-пӗрне çывӑх пулнине кăтартать», – тенӗ Рустам Минриханов ТАССпа калаçура.
Тутарстан лидерӗ «Раççей – Ислам тӗнчи» стратегилле курӑм ушкӑнӗ шайӗнче финанс енӗпе пӗрлехи проектсене пурнӑçлассипе çыхăннă механизмсем кирлине палăртнă.
Ун шучӗпе, Раççейпе Казахстан президенчӗсен калаçса килӗшнине конкретлă пуçарусемпе тивӗçтерни питӗ кирлӗ.
Рустам Минниханов Казахстан компанийӗсем Раççей экономикине инвестици хывнине, нумайăшӗшӗн Тутарстан Раççей рынокне тухмалли площадка пулнине асăнса хăварнă.
«Нумай çулсем ӗнтӗ Казахстан пирӗн шанчăклă юлташ пулса тăрать. 2024 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑсен хушшинчи тавар çаврӑнӑшӗ 760 миллион долларпа танлашнӑ», – тенӗ республика ертӳçи. .
ТР Раисӗ палăртнă тăрăх, Тутарстан предприятийӗсем Казахстанра автомобилестроенире, нефть кӑларассинче тата нефтехими сферисенче ӗçлеççӗ.
Палăртса хăвармалла: Казахстан Президенчӗ Касым-Жомарт Токаев Раççее ӗçлӗ визитпа ноябрӗн 11-12-мӗшӗсенче килет. Çӗршывсен пуçлăхӗсем ӗçлӗ çыхăнусене, тӗнчери лару-тăрупа çыхăннă ыйтусене сӳтсе явасси паллă.
Сăнӳкерчӗк https://rais.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев