Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Садик ачисем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешĕсем валли пахча çимӗç ӳстернӗ

Пӑва районӗнчи гуманитари пулӑшӑвне пухакан штаба «Сказка» ача садĕнчен пахча çимӗç тиесе килнӗ.

Садикри «Капитошка» хатӗрленӳ ушкӑнӗн ачисем пахча-çимĕçе çуркунне воспитателĕсемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле лартнă, çӑвӗпех хăйсемех пӑхнӑ. Кун пирки  телеграм-каналӗнче район пуҫлӑхӗ Ранис Камартдинов пĕлтернĕ.

«Ачасем пахча çимĕçе пухса илсе «Кĕр мăнтăрĕ салтаксем валли» акцие хутшӑнчӗҫ. Воспитательсене пуçарушӑн, пӗчӗк воспитанникĕсене —тăрăшушăн тав тӑватӑп! Шансах тӑратӑп, ҫак ырлӑх вӑрлӑхӗ кашни пĕчĕк чунра  чечек пулса ӳсӗ», – тесе ҫырнӑ район пуҫлӑхӗ.

Аса илтеретпӗр, кăшт маларах Пăвари «Сказка» ача сачӗн коллективӗ «Çĕнтерÿ чейĕ» ыр кӑмӑллӑх акцине хутшӑннӑ. Хӗрарӑмсем тӗрле курăкран (мелисса, метрÿшке, чапӑр, клевер, метнĕк) 200 яхӑн хутаҫ чей хатӗрленĕ. Кашни хутаҫа ача-пӑча ӳкерчӗкӗпе ҫыру  хурса салтаксем патне ăсатнă.

 

Сăнӳкерчĕк Буинск район пуçлăхĕн телеграмм-каналĕнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем