Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтак яшки

Чăваш Енри Патăрьелӗнчи агропромышленность техникумӗн студенчӗсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас тӗллевпе ятарласа «Салтак яшки» социаллă проект шухăшласа кăларнă.

Студентсен пуçарăвне вӗренӳ заведенийӗн ертӳçисем те, ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев та ырланă. Патăрьел студенчӗсем яшка валли пахча çимӗçе дегидраторпа (сушилка) типӗтеççӗ иккен. Хатӗр концентрата хутаçсем çине ярса курупкасене тултараççӗ. Яшка валли хăйсен рецептне те хатӗрленӗ студентсем. Производство вӗрентекенӗсем пулăшнипе кашни эрнере 3-шер килограма яхăн яшка концентрачӗ хатӗрлеççӗ. Сахал-и ку, нумай-и? 20 килограмм чӗрӗ кишӗр типӗтсен 2 килограма яхăн кăна юлнине шута илсен сахал та мар. Олег Николаев хăйӗн телеграм-каналӗнче Патăрьел студенчӗсен «яшкине» çитес вăхăтра Украинăна хамăр салтаксем патне ăсатма хатӗрленни пирки пӗлтернӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество