Салтаксем валли оберег хатӗрлеççӗ
Чăваш Культура кунӗсен шайӗнче, октябрӗн 11-мӗшӗнче Тутарстанри Халăхсен Туслăх Çуртӗнче ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли оберег хатӗрлес енӗпе ыр кăмăллăх акцийӗ иртрӗ. Мероприятие Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуçри пуçламăш шкул-ача сачӗн директорӗ тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Галина Кудряшова йӗркелерӗ.
Ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли оберег хатӗрлекен мастер-класа мероприяти хăнисем те хутшăнчӗç.
Галина Васильевна пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра 2021 çула Тăван чӗлхесен тата халăх пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртнă хыççăн вӗсем шкулта чăваш халăх культурине вӗренессипе упрасси çине пысăк тимлӗх уйăрма тата урок тулашӗнчи занятийӗсенче чăваш тӗррине вӗренме пуçланă.
«Ӗçлеме чăваш çӗввисен каталогне йӗркелерӗмӗр. Вăл конвертсенчен тăрать, кашнинче тӗрленӗ çӗвӗ тӗсӗн тӗслӗхӗ, конверт çинче – схема. Уроксенче ачасемпе пӗрле чăваш хӗрарăмӗн пуç хатӗрӗсене – масмак, тухья, хушпу тата мăйçыххисем те ăсталатпăр. Шкулта ачасемпе иртерекен занятисенчен чи пӗлтерӗшли – ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли оберегсем хатӗрлесси. СВО пуçланнăранпа паттăрсем валли оберег хатӗрлетпӗр, çырусем çыратпăр, унта ача аллипе тӗрленӗ пӗчӗк салфеткăсем хуратпăр», – каланă Галина Кудряшова.
Оберегсем çине ачасем питӗ кирлӗ паллăсем тӗрлеççӗ, чăваш культуринче вӗсем «тăванлăх», «çемье», «юрату», «хӳтӗлевçӗ» тенине пӗлтереççӗ.
Сăнӳкерчӗксем addnt.ru сайтран.
Ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли оберег тума вӗрентекен мастер-класа мероприятие килнӗ хăнасем те хутшăнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев