Самара облаçӗнче пурăнакан Олег Зайцев «Сувара» виçӗ çул çырăнса илсе вулать
«Сувар» мана вăл питӗ килӗшет: журналистсем çутатакан темăсем те интереслӗ, тӗрлӗ çынсем çинчен çырни те питӗ кăмăла каять. Хаçата вулани мана тăван чӗлхене манма памасть, ачалăха таврăнса аннепе калаçнă пекех туйăнса каять вара. Хам вуласа тухсан «Сувар» номерӗсене аттене кайса паратăп. Вăл та питӗ юратать ку хаçата, уйрăмах литература хайлавӗсене кăмăллать. Шел, пирӗн Самара облаçӗнче тахçанах хамăрăн чăваш хаçачӗ тухмасть ӗнтӗ. Тутарстан çумӗнче пурăннăран «Сувар» пире чи çывăх кăларăм. Хаçат, ман шутпа, ăна кăларакансемпе çырăнса илекенсене çывăхлатать, пӗрлештерет, – тет Олег Леонидович.
Хисеплӗ вулакансем! Ку статьяна аса илтернинчен пуçлас килет: «Сувар» хаçата 2025 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăнтарас тапхăр çитес тунтикун, июнӗн 23-мӗшӗнче, вӗçленет. Çавăнпа та кам çырăнса ӗлкӗрмен, васкăр. Юлнă кунсемпе усă курса çитес çур çула çырăнăр хаçата. Вулакансен йышӗ ан чактăрччӗ.
Хаçат тем тесен те интернетран лайăхрах! Шăп çапла калать Самара облаçӗнче пурăнакан вулаканăмăр Олег Леонидович Зайцев. Вăл «Сувара» виçӗ çул кăна çырăнса илет пулин те, хаçатăн шанчăклă тусӗсенчен пӗри пулса тăчӗ. Редакци çырăнакансен хушшинче ирттерекен акцисене хутшăнать, иртнинче Н.Сорокинăн хулăн кӗнекепе тухнă «Вечная Волга» роман-трилогине выляса илчӗ.
Самара облаçӗнчи Чаллăпуç районӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ чылайранпа Елховкăра пурăнаканскер Хусанта тухса тăракан чăваш хаçачӗпе мӗнле майпа туслашнă-ха вăл? Акă мӗн каласа пачӗ пире Олег Леонидович.
– Эпӗ шкула кайсан пирӗн патра чăваш чӗлхине вӗрентме пăрахрӗç, йăнăшмастăп пулсан 1985 çултан шкул наци статусне çухатрӗ. Çавăнпа та эпӗ чăвашла калаçу чӗлхине кăна пӗлетӗп темелле. Шкул пӗтернӗ хыççăн нумай çул тăван чӗлхепе калаçман тесен те юрать. Темиçе çул каялла кăна чăваш литературине вулама, чăваш телевиденине пăхма, радиопередачăсем итлеме пуçларăм, социаллă сетьсенче чăвашла ушкăнсене çырăнтăм. Ман атте «Самар ен» хаçата çырăнса илетчӗ. Ун патне килсен вара эпӗ те çав хаçат номерӗсене кăмăлтанах вулаттăмччӗ. Темиçе çултан хам çырăнса илес терӗм те – вăл тухма пăрахнă иккен. Мӗнле чăваш хаçатне çырăнма пулать-ши тесе пуç ватма пуçларăм. Ульяновск чăвашӗсен «Канашне» эп пурăнакан вырăна çитермеççӗ иккен. Хусанта тухакан «Сувар» хаçата вара Раççейӗн хуть хăш регионӗнче те çырăнса илме май пур. Эпир вӗт Тутарстанпа юнашарах пурăнатпăр, Нурлатра, ытти çӗрте иртекен чăваш уявӗсене кашнинчех курма кайма тăрăшатăп, чăваш артисчӗсен концерчӗсене те май пур таран çӳретӗп. Виçӗ çул çырăнса илетӗп «Сувара», мана вăл питӗ килӗшет: журналистсем çутатакан темăсем те интереслӗ, тӗрлӗ çынсем çинчен çырни те питӗ кăмăла каять. Хаçата вулани мана тăван чӗлхене манма памасть, ачалăха таврăнса аннепе калаçнă пекех туйăнса каять вара. Хам вуласа тухсан «Сувар» номерӗсене аттене кайса паратăп. Вăл та питӗ юратать ку хаçата, уйрăмах литература хайлавӗсене кăмăллать. Шел, пирӗн Самара облаçӗнче тахçанах хамăрăн чăваш хаçачӗ тухмасть ӗнтӗ. Тутарстан çумӗнче пурăннăран «Сувар» пире чи çывăх кăларăм. Хаçат, ман шутпа, ăна кăларакансемпе çырăнса илекенсене çывăхлатать, пӗрлештерет, – тет Олег Леонидович.
Сăмах май, «Сувар» хаçатпа Олег Зайцев пуçласа Аксура 2021 çулта иртнӗ республика шайӗнчи Уявра паллашнă иккен. Ун чух редакци ӗçченӗсем ятарласа хушма тиражпа кăларнă черетлӗ номере Уяв хăнисене валеçсе çӳренӗччӗ. Килне таврăнсан вара Олег Леонидович пирӗн хаçата çырăнса илме пуçланă. Пурте унран тӗслӗх илсенччӗ!
Хаклă вулакансем! Тепӗр хут аса илтеретпӗр: июнӗн 23-мӗшӗнче çырăнтару вӗçленет, çавăнпа та «Сувара» çырăнса ӗлкӗрӗр. Çырăнакансен хушшинче ирттерекен «Сувар» çырăн та музыка колонки выляса ил!» акцие хутшăнма та ан манăр.
О.Зайцев архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев