Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Самаренкин пек ӗҫлесенччӗ пурте

Ан тив, чӑвашла начартарах калаҫать пулсан та, халӑхшӑн тунӑ ӗҫӗсемпе чӗлхене лайӑх пӗлекен нумай куштан мухтанчӑкран ирттерет

Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономи Канашӗн председательне Дмитрий Самаренкина нумай пулмасть иртнӗ "Уявра" ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденӑн медалӗпе чысларӗ.

Сак наградӑна Дмитрий Анатольевич чӑннипе те тивӗҫ. Вӑл ЧНКА ертӳҫинче 2 ҫул ытларах кӑна ӗҫлет пулсан та халӑхшӑн нумай усӑллӑ ӗҫ тума ӗлкӗрчӗ. Мухтанмасӑр, каппайланмасӑр, кирлӗрен.

Тӗрӗслӗхшӗн каласа хӑвармалла, вӑл Тутарстанри чӑвашсен автономине ертсе пыриччен те халӑхран уйрӑм тӑман. Аксу районӗнчи Кивӗ Мӑкшелне илемлетсе тирпей кӳме нумай пулӑшнӑ, ватӑ ҫынсене "Сувар" хаҫат ҫырӑнтараса парассинчен те пӑрӑнман, Хусанта чӑваш концерчӗсене йӗркелеме те пулӑшатчӗ. Ашшӗнчен тӗслӗх илни те сисӗнет.

Автономи председательне суйланӑ хыҫҫӑнах Хусанта нихҫан пулман "Кӗр сӑри" уявне ирттернӗ ҫӗре хутшӑнчӗ. Республикӑри чӑваш фольклор ушкӑнӗсем валли ҫӗршер комплект наци туҫӗсем ҫӗлеттерчӗ. Пӗлтӗрхи Нурлат Уявне ирттерме кӑна миҫе ҫӗр пин тенкӗ пачӗ-тӗр. Чӑваш футбол командине форма туянса пачӗ, площадкӑсен арендишӗн тӳлерӗ. Шкул ачисен хушшинчи футбол турнирне ирттерме пулӑшрӗ. Тата ытти, тата ытти те. Аксури "Уяв пики", "Выля купӑс" тата ытти мешехесен спонсорӗ те Дмитрий Анатольевичах. Унсӑр пуҫне ҫулталӑк тӑршшӗпе республика шайӗнче иртекен форумсемпе конференцисене, презентацисене йӗркелеме те вӑл пулӑшать. "Сувар" хаҫатӑн 25 ҫулхи юбилейне ҫӳллӗ шайра ирттерме пулӑшнӑшӑн та эпир ӑнах тав тӑватпӑр. "Шурӑмпуҫ" журнал та Самаренкин пулӑшнипе тухрӗ кӑҫал.

Кӑҫалхи Уява килме те нумай коллектива Д.А.Самаренкин автобус тупса панӑ. Уяв лайӑх та кӑмӑллӑ иртнинче ЧНКА Председателӗн тивӗҫӗ питӗ пысӑк. Вӑл Тутарстанри Патшалӑх  Канашӗн депутачӗ, унта та чӑвашсен интересӗсене хӳтӗлет. Ун пек ертӳҫӗ пирӗн халиччен пулман. Республикӑри чӑвашсен культурине ҫӳллӗ шайра аталантарса Самаренкин пӗтӗм халӑхӑн имиджне ҫӗклет. Ҫакнашкал лидерсем пирӗншӗн тӗслӗх. Чӑваш тӗнчин, Чӑваш Республикин хисепне вӑл тивӗҫлипех тивӗҫ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев