Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Шанăç» ансамбль – 15 çулта!

Октябрӗн 11-мӗшӗнче Аслă Нагаткинти отрасль технологийӗсемпе сервис техникумӗнче «Шанăç» халăх ансамблӗ 15 çул тултарнине халалласа регионсен хушшинчи мероприяти иртрӗ. Çак пулăмăн тӗллевӗ – Валентина Николаевна Игнатьева-Тарават ертсе пыракан коллективăн артисчӗсене чысласси.

Валентина Николаевна пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче çуралнă поэтесса, çыравçă, Чăваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ, РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Ульяновск облаçӗн, Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинӗ, регионта тата Раççейре иртекен пултарулăх конкурсӗсемпе фестивальсен лауреачӗ.

«Шанăç» ансамблӗн чăваш наци йăли-йӗркине, юрă искусствине упраса хăварас, çӗнӗрен чӗртсе аталантарас ӗçри пысăк çитӗнӗвӗсене хакласа мероприятие Ульяновскран «Сăрнай», Тутарстанри Пăва районӗнчен «Уяв», Çӗпрел районӗнчен «Хӗлхем» тата ытти регионсенчен халăх ансамблӗсем килсе çитрӗç.

Пултарулăх каçне килнисем коллективпа унăн ертӳçине тав туса ăшă сăмахсем каларӗç, сывлăх, ырлăх, хавхалану тата малашне те пултарулăхра çитӗнӳсем тума ăнăçу сунчӗç.

Эпир те, «Хӗлхем» халăх ансамблӗ, туссене уяв ячӗпе саламласа хамăрăн чи лайăх номерсемпе паллаштартăмăр. Ентешӗмӗре Валентина Николаевнăна Çӗпрел районӗн культура уйрăмӗнчен Тав çырăвӗ тата асăнмалăх парне патăмăр.

Çак пысăк та пӗлтерӗшлӗ мероприятие хутшăнма май туса панăшăн район администрацине тата культура уйрăмӗн ӗçченӗсене пирӗн коллектив ятӗнчен тав сăмахӗ калас килет.

 

Геннадий КАРСАКОВ, 

«Хӗлхем» ансамблӗн пайташӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей ансамбль Валентина Тарават