Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Шăнкăрав» – Анат Кама чăвашӗсен мухтавӗ

Иртнӗ шăматкун Анат Камăри халăх ансамблӗ хăйӗн 35 çулхи юбилейне паллă турӗ. Менелник мӗнле иртни çинчен çырса кайиччен вулакана «Шăнкăрав» биографине аса илтерер. «Шăнкăрав» Тутарстанри чăваш наци ансамблӗсенчен чи аслисенчен пӗри. Унран аслăраххи 1976 çулта Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелте Аркадий Харитонов йӗркеленӗ «Уяв» фольклор ансамблӗ-тӗр.

Йывăрлăхсене çӗнсе

«Шăнкăрав» ансамбле йӗркелекенӗ, унăн пӗрремӗш ертӳçи, композитор, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Борис Никитин пулнă. Чăваш юррисемшӗн тунсăхласа çитнӗ, тăван наци культуришӗн чӗререн çунакан 15 çынна пуçтарнă вăл хăйӗн тавра, паллах, сцена тумӗсем те пулман халăхран тухнă артистсен, анчах ку чăрмав пулса тăман вӗсемшӗн. Коллективăн хăйӗн репертуарӗ те йӗркеленнӗ, каярах хитре тумӗсене те çӗленӗ, йыш та ӳссех пынă. Чи кирли – пуçаруçăсене Анат Камăри чăвашсен культурăпа общество центрӗ, хулари культура уйрăмӗ пулăшу панă. Тен, çавăнпа та Борис Петрович вăхăтсăр çӗре кӗрсен те саланса кайман вăл. Çакăн хыççăн илемлӗх ертӳçисем пӗрре мар улшăннă. Павлă районӗнчи Потап-Тăмпăрлăра тӗлӗнмелле илемлӗ ансамбль йӗркеленӗ Михаил Максюткин та пулнă, тепӗр тапхăр Тамара Сергеева «Шăнкăрава» ертсе пынă. 1994 çултанпа 2003 çулччен вӗри чӗреллӗ Надежда Ефремова ансамбль ертӳçи пулать. Шăп çавăн чух 1996 çулта «Шăнкăрав» халăх фольклор ансамблӗ хисеплӗ ята илнӗ, «Чăваш шăпчăкӗ» юрă конкурсӗнче хăйне тивӗçлӗн кăтартса çӗнтерӳçӗ вырăнӗсене йышăннă. 2003 – 2010 çулсенче Николай Андреев ертсе пынă коллектива. Николай Матвеевич баян та каланă, юрăсем те çырнă. Çавăнпа ансамбль репертуарӗ яланах ыттисенчен сисӗнмеллех уйрăлса тăнă. 

2011 çула «Шăнкăрав» çӗнӗ ертӳçӗпе Татьяна Носевичпа пуçланă. 2024 çулчченех  – Татьяна Анатольевна 34 № чăваш гимназийӗнче ӗçлеме пуçличчен – пӗрле пулнă вӗсем. Шăп Татьяна Анатольевна ертсе пынипе 2014 çулта Боснипе Герцоговинăра иртекен «Коnska Sehara» Халăхсен хушшинчи халăх пултарулăхӗн фестивальне хутшăннă. Ун чух «Шăнкăрав» çав фестивальте Раççейрен пӗртен-пӗр коллектив пулнă. Тутарстанра та, Раççейре те çитмен кӗтес юлман пулӗ анаткамăсен: фестивальсене, халăх уявӗсене хутшăнма тăтăш чӗннӗ. Нумай çӗре çитсе килнӗ.

2024 çулхи октябрь уйăхӗнчен ансамбль ертӳçи Сергей Петров.

Юбилей каçӗ

«Шăнкăрав» юбилей концертне  «Алран кайми» чăваш халăх юррипе уçрӗ. Темиçе сасăпа юрлакан юрă пит хитрен илтӗнсе тăчӗ залра. Куракансем, хăнасем, ансамбль юлташӗсем тата мӗнпе савăнтарӗç, мӗнпе тӗлӗнтерӗç тенӗн сас-чӳ кăлармасăр итлесе ларчӗç. Малалла тата юрăсем пулчӗç, Борис Никитин, Николай Андреев çырнисене те тата ытти чăваш халăх юррисене, профессиллӗ композиторсем çырнисене шăрантарчӗ те шăрантарчӗ юбиляр. 34№ чăваш гимназийӗнчен «Çăлтăрсем» (ертӳçи Н.Ильдерякова) ачасен ушкăнӗ аслă юлташӗсене илемлӗ юрăсемпе савăнтарчӗ, «Тамаша» (ертӳçи Г.Волкова) театр Аслă вăрçă нушине тӳснисене, пурнăçӗ татăлнисене халалласа лартнă музыкăллă кӗске инсценировкăпа саламларӗ, пытармалли çук, Анат Камăри хастар чăвашсенчен чылайăшӗ «Тамаша» театра çӳреме те, «Шăнкăрава» та ӗлкӗрет. Икӗ коллектив йӗркеленнӗренпех туслăн, килӗштерсе ӗçлет. 

Юбилей каçне «Тамаша» пуш алăпа килмен – Галина Волкова самай пысăк пакет пачӗ ертӳçе. ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев председатель ятӗнчен саламласа термопот парнелерӗ, ансамбль артисчӗсене Хисеп хучӗсем пачӗ. Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ренат Валиуллин «Шăнкăрава» Тутарстан Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин ятӗнчен саламларӗ, Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. 

Анат Кама хулин Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн пуçлăхӗ Эльвира Каримуллина Анат Кама муниципаллă район пуçлăхӗ Рамиль Муллин ятӗнчен саламларӗ, ансамбле çӳрекенсене, Татьяна Носевича Тав хучӗсем пачӗ, хулари Туслăх Çурчӗн директорӗ Васил Хафизов тата, паллах, Анат Камăри Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Галина Ляхова, вăлах 34№ гимнази директорӗ, саламласа юбилярсене парне пачӗç. 

Питӗ ăшă атмосферăра иртрӗ юбилей, апла пулин те, кăмăл юлчӗ пек. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен мероприятирен мероприятие пӗрле юрласа-ташласа çӳрекен ансамбльсем пулмарӗç, сцена çинчи юлташӗсене саламласси çинчен шутламан-ши, ятарласа йыхравласса кӗтнӗ-ши? Каламастăп инçетре пурăнакансем пирки, çывăхри чăваш ансамблӗсем пырса саламланă пулсан юбилярсене те кăмăллă пулӗччӗ, куракансене те пултарулăхӗпе савăнтарнă пулӗччӗç. Çавăн пекех наци культурине аталантарассипе ӗçлекен Татресурскультцентртан та никам та пулманни пăшăрхантарать. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура ансамбль Нижнекамск