Санкт-Петербург чăвашӗсем Петӗр Хусанкайăн кун-çулне тӗпчеççӗ
Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче нумай пулмасть чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 119 çул çитнине тата Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине халалласа çавра сӗтел иртрӗ. Ăна Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн «Хамăр паттăрсемпе мăнаçланатпăр» проекчӗ шайӗнче йӗркеленӗ.
Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи ЧНКА ертӳçи Валериан Гаврилов Петӗр Хусанкайăн кун-çулӗ пирки каласа пачӗ пухăннисене. 1939 çулта Петр Петрович тӗрмере пулнă хыççăн Ленинградра сипленнӗ иккен. Ăна 1938 çулта националист тесе айăпланă, 1939 çулхи августра суд йышăнăвӗпе ирӗке кăларнă. Арестленӗ хыççăн следстви çулталăк çура тăсăлнă, поэтăн сывлăхне палăрмаллах хавшатнă ку тапхăр. Сипленӳ 1942 çулчченех тăсăлнă, кунтипе пӗрлех Хусанта та сипленнӗ Хусанкай.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине поэт Ленинградра кӗтсе илнӗ.
Сурова Невская волна,
Свинцом блестит вода.
Не будет пленницей она –
Ничьею! Никогда!
– тесе çырнă вăл. Çак йӗркесем чăна килнӗ – Ленинград хаяр тăшман умӗнче чӗркуçленмен.

Поэт вăрçă вăхăтӗнче те çырма пăрахман. 1941 çулта унăн «Суйласа илнӗ сăвăсемпе поэмăсем» кӗнеки тухнă. Ленинградра Петӗр Хусанкай Александр Пушкинăн «Евгений Онегин» поэмине чăвашла куçарнă.
1942 çулта поэт вăрçа кайнă. Çемйине – мăшăрне Анна Ивановнăна тата хӗрне Салампие – Петр Петровичăн амăшӗ патне яла эвакуациленӗ.
Вăрçă вăхăтӗнче Петӗр Хусанкай хăйӗн фронтра çырнă сăввисемпе очеркӗсене «А.Сувар» псевдонимпа пичетленӗ. Совет çыннисен патриотлăхӗпе паттăрлăхӗ пирки фронтра хавхаланса çырнă Хусанкай.
Валериан Гаврилов Санкт-Петербургри ЧНКА çумӗнчи çамрăксен пӗрлӗхӗн пайташӗсем РФ Оборона министерствин Тӗп архивӗнчи документсене тӗпчеме пуçлани, вӗсен хушшинче Петӗр Хусанкая Хӗрлӗ Çăлтăр орденне илме тăратнă хутăн копине тупни пирки каларӗ.
Çавăн пекех чăвашсен ентешлӗхӗн пайташӗсем Петӗр Хусанкайăн ачисемпе – Атнер Петровичпа тата Салампи Петровнăпа – телефонпа çыхăнса калаçнă. Поэтăн ачисем хăйсен ашшӗне халалланă пулас мероприятисене хутшăнма шантарнă.
Халӗ Раççейӗн çурçӗрти тӗп хулинчи чăвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем Петӗр Хусанкайăн кун-çулне малалла тӗпчеççӗ.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Архиври тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев