Санкт-Петербургра Чăваш чӗлхи кунне паллă турăмăр
Ленинград облаçӗнчи Туслăх çурчӗн конференц-залӗнче Чăваш чӗлхи кунне халалланă мероприяти иртрӗ. Мероприятие Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне, Чăваш Республикинчи Халăхсен туслăхӗн çулталăкне тата Чăваш Ен Вырăс патшалăхне хăй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 475 çул çитнине халалланă. Йӗркелӳçӗсем – Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи чăваш çамрăкӗсен организацийӗ тата Чăваш ентешлӗхӗ çумӗнчи Хӗрарăмсен канашӗ.
Мероприятие Валериан Гаврилов Чăваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламласа уçрӗ. Вăл çак уява 1992 çулта чăваш чӗлхи Раççейри культура еткерӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине палăртас тӗллевпе йӗркеленине каланă. Мероприятие Иван Яковлевич Яковлева ؘ– чăваш чӗлхине тӗпчес тата хальхи çырулăха йӗркелес ӗçре тӗп вырăн йышăннă çутта кăларакана – халалларӗç. Унта хутшăнакансем валли Иван Яковлев çинчен слайд-шоу тата Чăваш Ен Вырăс патшалăхне хăй ирӗкӗпе кӗни çинчен доклад хатӗрленӗ.

Мероприятире «Память» проект ертӳçи Алевтина Нарваткина тата Валериан Гаврилов Удмуртири тата Пушкăртстанри Совет Союзӗн Паттăрӗсен докуменчӗсен копийӗсене Удмурт обществин тата Санкт-Петербургри Пушкăртсен курултайӗн представителӗсене – Алексей Серебренниковпа Эльвира Сирбаевăна – пачӗç. Çавăн пекех Чăваш Енри çар мухтавӗн музейӗ ыйтнипе партизан пулнă пӗртăван Васильевсен, Петӗр Хусанкайăн тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи пӗрремӗш партизан отрячӗн докуменчӗсен копийӗсене тунă.

Санкт-Петербургри чăваш наципе культура автономийӗ ятарлă çар операцине хутшăнакансене тăватă çул пулăшать. Вӗсем Раççейӗн историллӗ регионӗсене тата Петербургпа Ленинград облаçӗнчи госпитальсенче сипленекенсене пулăшсах тăраççӗ. Анатолий Тарасов полковник Валериан Гаврилова, Николай Петрова, Михаил Сергеева тата Николай Гаврилова «СВО пулăшнăшăн» медальсемпе чысларӗ.

Уяв кульминацийӗ – «Мерчен» ансамбле çӳрекен ачасене чыслани пулчӗ. Çулӗсене пăхмасăр (4–10 çулсенче) вӗсем Пăр Керменӗнчи тата «Октябрьский» пысăк концерт залӗсен сценисем çине тухма хăрамарӗç. Валериан Гаврилов Григорий Намятова, Мария Белошеевăна, Елизаветăпа Ева Кондратьевасене, Матвей Рудницкие, Аленăпа Кира Ивановасене тав турӗ. Мария Белошеева чăвашла сăвă вуласа пачӗ.

«Юрату» ансамбле хутшăнакансем те наградăсăр юлмарӗç. Валериан Гаврилов вӗсене грамотăсемпе, сувенирсемпе чысларӗ. Таллинран килнӗ хисеплӗ хăна Ираида Захарова ентешӗсене саламласа парне пачӗ. Фольклор ансамблӗ уява килекенсене чăваш юррисемпе савăнтарчӗ.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев