Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербургра Сурхури паллă тунă

Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа «Хамăр йăла-йӗркене упратпăр» культурăпа çутӗç проекчӗн шайӗнче Санкт-Петербургра чăвашсен ларăвӗ иртнӗ.

Тӗлпулу Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен тунă отчетран пуçланнă. Унăн ертӳçи  Валериан Гаврилов иртнӗ çула пӗтӗмлетсе 2026 çулхи плансем çинчен каласа панă тата организацин çӗнӗ пайташӗсемпе паллаштарнă.

Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăваш çамрăксен организацийӗн председателӗн çумӗ, СВОна хутшăннă  Николай Александрович Петров пурне те «Сурхури» уявӗпе саламласа малашне те ăнăçу суннă. Хӗрарăмсен Канашӗн пайташӗ, психолог  Ирина Николаевна Кондакова уяв историйӗ тата  ăна мӗнле ирттерни çинчен каласа панă, уяв сăввисемпе паллаштарнă.   

Каçа юрă-кӗвӗ илемлетнӗ. Санкт-Петербургри тата Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенчен вӗреннӗ чăваш солистки Екатерина Александровна Павлова хăнасене халăх юррисемпе паллаштарнă. «Юрату» фольклор ансамблӗн çӗнӗ солисчӗн Валерий Олегович Ефимовăн  дебючӗ те  пулнă çак кун.

Мероприятие «Кевер» ансамбле çӳрекен Ольга Жукова, Ольга Михайлова, Наталья Краснова тата Александра  Узких хореограф,  Анастасия Прокопецпа Полина Кленова çамрăк художниксем килнӗ.

Уяв «Юрату»  фольклор ансамблӗ хăнасемпе пӗрле чăваш юррисене юрланипе вӗçленнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши Петербурга