Шăрăха пула Аслă Уяв пӗр сехет маларах пуçланать
Элкел районӗнчи Сиктӗрмере июлӗн 8-мӗшӗнче иртекен Республикăри чăваш культурин «Уяв» праçникне 3000 ытла юрлакан килмелле
Тутарстанри 48 фольклор ушкăнӗсӗр пуçне Чăваш Республики, Пушкăртстан, Самар облаçӗ, Удмурти Республики, Ленинград облаçӗ, Мускав, Мурманск, Марий Эл Республики, Оренбург облаçӗ, Пенза облаçӗ, Ульяновск облаçӗ, Челябинск облаçӗ, Тюменть облаçӗ, Томск облаçӗ хăйсен делегацийӗсене яраççӗ. Ку эрнере тăракан шăрăх çанталăк сывлăш температурине хӗрхенмест. Хӗвел те шăматкун +35 градус таран хӗртме пултарать. Çавăнпа Уявăн официаллă пайӗ те, малтан палăртса хунă пек, 12.00 сехетре мар, 11.00 сехетре пуçланӗ. Ытти сценăсемпе интерактивлă вырăнсем те хăйсен ӗçӗсене маларах пуçлӗç. Уява курма килекенсене çакна шута илме сӗнетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев