Шăрăхра пурçăн хурчӗ хăвăрт ӗрчет
Азнакай, Аксу, Элкел, Пӳлер, Мензеле, Нурлат, Çарăмсан вăрманӗсенче алхаснă пурçăн хурчӗ çитес çул ытти районсене сарăлма пултарать.
Вăрмансемшӗн хăрушă пурçăн хурчӗ пӗлтӗр Пушкăртстан чиккине кăна çитнӗччӗ пулсан, кăçал Азнакай, Аксу, Элкел, Пӳлер, Мензеле, Нурлат, Çарăмсан вăрманӗсенче палăрчӗ. Çитес çул тата анлăрах сарăлас хăрушлăх пысăк, мӗншӗн тесен типӗ те шăрăх çанталăк тăнăран хăвăрт ӗрчет. Çулçăллă юман, çăка, каврăç (ясень), вӗрене пек йывăçсене ытларах кăмăллать. Лӗпӗш хурчӗ икӗ эрнере вăрмана пӗр çулçă хăвармасăр çисе янине хамăр куçпа куртăмăр. Сăмах май, хăй килӗштерекен апат çук-тăк, лăсăллă йывăçа тапăнма пултарать иккен.
ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗ Равиль Кузюров пӗлтернӗ тăрăх, кăпшанкă кӳнӗ сиене шутлама иртерех-ха хальлӗхе. Çитменнине йывăçсем кăçалах тепӗр хут çулçă кăларнă. Умлăн хыçлăн виçӗ хутчен çулçа пӗтерсен кăна йывăç хăрать-мӗн. Республика пурçăн хурчӗпе кăçалах кӗрешме тытăннă, 53 пин гектар вăрмана наркăмăшсăр препарат сапнă. Хальхи вăхăтра специалистсем 2024 çулта профилактика ирттерме хатӗрленеççӗ. Кӗркунне вăрмансене тӗплӗн тӗрӗслеме палăртнă. Пухнă информацие Федерацин вăрман хуçалăхӗн агентствине ярса парӗç. Кăпшанкăпа малашне мӗнле кӗрешмеллине палăртма кирлӗ ку. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев