Шăрăхра хӗвел çинче хăварнă машина çунма та пултарать
Автомобиль моторӗн пайӗсем – 100, турбокомпрессорлисем 1000 градус таранах хӗреççӗ. Çавăнпа шăрăхра машина айӗнчи çӳллӗ типӗ курăк самантрах тивсе каяс, автомобиль темиçе минутрах çунса кӗлленес хăрушлăх пысăк.
Май уйăхӗнчех 30 ытла градус шăрăх тăни нумай çул пулман. Пушар тухас хăрушлăх халӗ çав тери пысăк, вăрмансенче кăна мар, хӗвел çинче хăварнă машинăра та. Тӗрӗссипе, машина салонӗ мар, айӗнчи типӗ курăк çунма тытăнма пултарать. Кун çинчен Водительсене вӗрентессипе эксперт канашӗн тӗп эксперчӗ Александр Лыткин «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ.
Енчен те çунтармалли сӗрмелли хатӗрсем те çӗр çине тăкăнчӗç-тӗк, вут машинăпа пӗрлех тавралăха та хăвăрт сарăлма пултарассине водительсен манмалла маррине асăрхаттарнă эксперт. Тата тепӗр япалана та манмалла мар водительсен: шăрăх кунсенче хӗвел çинчи машинăн салонӗ кăмакари пекех хӗрсе каять. Унта пӗчӗк ачана, çавăн пекех килти чӗрчунсене хăварма юрамасть – шăрăха вӗсем чăтаймасса та пултараççӗ. (О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев