Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шăрчăк юрлать-тӗк, уй-хирте ӗç пуçлама вăхăт

Халăх календарӗ

◊ Ака уйăхӗн 17-мӗшӗ – Иосиф, Осип. Шăрчăк юрлать-тӗк, уй-хирте ӗç пуçлама вăхăт. Хурăн çирӗкрен маларах çулçă кăларсан çулла типӗ пулать. 

◊ Ака уйăхӗн 18-мӗшӗ – Федул тата Федора. Çак кунран ăшă çил вӗрме пуçлать. Ку кун ăшă та çилсӗр-тӗк – лайăх çанталăк вăрах тăрать. 

◊ Ака уйăхӗн 19-мӗшӗ – Евтихий тата Ерёма. Кăнтăртан таврăннă хур кăвакалсем юханшыв çывăхӗнче йăва çавăраççӗ-тӗк – çулла типӗ пулать. Ирхине тӗтреллӗ пулсан типӗ çанталăк уйăх вӗçӗччен тăрать. 

◊ Ака уйăхӗн 20-мӗшӗ – Акулина. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк – çулла вăрманта çырла тата кăмпа ăнса пулать. Çумăр çусан хăмла çырли тухăç нумай парать кăçал.

◊ Ака уйăхӗн 21-мӗшӗ – Родион. Шапасем кваклатаççӗ пулсан сӗлӗ акма юрать. Каçпа ăшă, çӗрле лăпкă пулсан çулла шăрăх та типӗ пулать. Ирхине тӗтреллӗ пулсан – çулла çумăр нумай çăвать.

◊ Ака уйăхӗн 22-мӗшӗ – Вадим. Çак кун çăлсене тасатаççӗ. Выльăх-чӗрлӗхе кӗтӗве яма пуçлаççӗ. 

◊ Ака уйăхӗн 23-мӗшӗ – Терентий. Çамрăк эрешменсем курăнчӗç-тӗк – ăшăтать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев