«САВĂНĂÇ» САЛАТ
Верук тӗпелӗ
«САВĂНĂÇ» САЛАТ
Кăмпана, сухана турамалла та тип çу çинче ăшаламалла. Пиçнӗ чăх ашне турамалла. Корейла кишӗре вакрах турамалла. Ингредиентсене пӗрлештермелле те майонез хушса пăтраштармалла.
250 г корейла кишӗр, 300 г шампиньон, 1 пуç сухан, 250 г чăх ашӗ, 1 хăяр, майонез кирлӗ.
ЧИЗКЕЙК
Печение пӗр евӗрлӗ тӗпренчӗк пуличчен вӗтетмелле, ирӗлтернӗ услам çу хушса лайăх хутăштармалла. Пулнă хутăша форма тӗпне сармалла, хӗррисене борт пек хăпартмалла, тикӗслемелле. 15 минутлăха морозильнике лартмалла. Тăпăрча маскарпонепе хутăштармалла, ванилин тата ирӗлтернӗ желатин хушмалла, кăпăшка крем пуличчен пăтраштармалла. Морозильникрен чуста сарнă формăна кăлармалла та ун çине хăмла çырли хумалла, çиелтен кремпа витмелле. Тикӗслемелле те 2 сехете холодильнике лартмалла. Чизкейк хатӗр.
400 г печени, 100 г услам çу, 250 г тăпăрч, 100 г маскарпоне, 1 пакетик ванилин, 1 пакетик желатин, 100 г хăмла çырли кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев