Сăвăсран мӗнле хӳтӗленмелле?
Иртнӗ эрнере Тутарстанра çанталăк ир ăшăтнипе тата дачăсемпе вăрмансене тухса çӳреме пуçланнипе сăвăс çыртакан çынсен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 58 процент ӳснине, сезон пуçланнӑранпа медицина учрежденийӗсене 356 çын, вӗсенчен 85-шӗ ача пулнине пӗлтерет Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби.
Республикипе илсен Хусанта сăвăс ларнипе больницăсене чи нумай çын (119) пулăшу ыйтса килнӗ. Çырчаллинче – 58, Анат Кама районӗнче – 32, Елабуга районӗнче – 13.
Специалистсем çынсем çинчен илнӗ 90 сăвăса тӗрӗсленӗ хыççăн вӗсенчен 4-шӗ боррелиоз чирне яракан инфекциллӗ пулнине палăртнă. Вӗсенче энцефалит чире палăрман тата паянхи кун тӗлне сăвăс çыртнипе чирленӗ çынсем те çук-ха.
Апрелӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа Тутарстанра парксене тата массӑллӑ кану вырӑнӗсене сăвăссенчен наркăмăшлама пуçланă. Хальхи вӑхӑтра 26 гектар территорие сапса тухнӑ.
Роспотребнадзор вӑрмансене çӳренӗ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерет. Вăрмана кайнă чух ӳте лайăх хуплакан тум, урана çӳллӗ кунчаллă атă тăхăнмалла, уçă ӳте ятарлă хатӗрсемпе — репеллентсемпе – сапмалла. Киле таврăнсан тума улăштармалла, вăрмана тăхăнса кайнисене лайăх шаккамалла. Çи-пуçа сăвăс ларнинчен тĕрĕслемелле.
Ӳт çине ларнă сăвăса тупсан ăна май пур таран хăвăртрах кăлармалла. Сăвăса кăлармалли чи меллӗ хатӗр вăл – хыпчăк (пинцет), вăл çук пулсан çип те юрать. Сăвăса ӳт çывăхӗнченех тытса е çыхса 360 градус чухлех хăй тавра çавăрмалла та çӳлелле çӗклесе кăлармалла. Мӗн чухлӗ хăвăртрах сăвăса кăларатăр, çавăн чухлӗ сахалтарах инфекци юна лекет. Вăл ларнă вырăна йодпа е спиртпа дезинфекцилемеллине, сăвăса банкăна хупса лабораторие тӗрӗслеме памаллине асăрхаттараççӗ тухтăрсем.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев