Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Саврăшпуç кăçал та халапра

Аксу районне кӗрекен Саврăшпуç ялӗн Культура çурчӗ умӗнче кăçал та пăр хули ӳссе ларнă. Ытти çулсенчи пекех, унăн авторӗ – Культура çурчӗн директорӗ Архип Иванов.

Ăстана районӗпех лайăх пӗлеççӗ. Пăртан касса кăларнă хитре кӳлеписем унăн кашни Çӗнӗ çулта тенӗ пекех район центрне, ытти ялсене илем кӳреççӗ. Çапах та тӗп ӗçӗ — тăван Саврăшпуç ялӗнче. Хăй каланă тăрăх, пăр хулин сюжетне вăл çӗр çывăрмасăр шутлать. 

Паллă ӗнтӗ, кун пек пысăк ӗçе пӗччен тума çук. Ăна пулăшма ял çыннисем Михаил Петров, Геннадий Мельников, Владимир Гаврилов, Михаил Львов, Николай Ермолаев, Петр Иванов, Юрий Семенов, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, Кивӗ Илтрекьелӗнчи юлташӗсем килнӗ. Пӗр кунлăх ӗç кăна та мар ку, ăстасем пăр хулине кăçал та Çӗнӗ çула ӗлкӗртес тесе декабрь уйăхӗн пуçламăшӗнчи сивӗсенчех тытăннă. Çанталăк пӗр хушă ăшăтнипе ирӗлнисене çӗнӗрен ăсталама та тивнӗ. Тăрăшни сая кайман, Саврăшпуç Çӗнӗ çул тӗлне хальхинче те халапри пек капăрланнă.

Ку илем пирки пире ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пӗлтерчӗ, сăнӳкерчӗксем ярса пачӗ.Пăр хули чăнах та питӗ илемлӗ пулса тухнă вара, халапри тӗп сăнарсем чӗрӗ пекех лараççӗ, каçсерен тӗрлӗ тӗслӗ çутăпа çунса куçа илӗртеççӗ. Тӗлӗнтермӗш илеме курма саврăшпуçсем кăна мар, ытти ял çыннисем те килеççӗ иккен.

 Культура çурчӗ Çӗнӗ çула илемлетессипе республика конкурсне кăçал та хутшăннă. Пӗтӗмлетӳсем хальлӗхе паллă мар-ха, январь уйăхӗн вӗçӗнче кăна пулаççӗ. Çӗнтерейӗç-ши аксусем хальхинче? Тепӗр тесен конкурс комиссийӗ мӗнле йышăну тусан та вӗсем ахаль те çӗнтерӳçӗсем, мӗншӗн тесен тӗп тӗллеве пурнăçланă — ватти-вӗттине хитре уяв парнелесе кашни çыннăн кăмăлне çӗкленӗ. Ку вара хуть мӗнле комисси йышăнăвӗнчен те хаклăрах.
В.Николаев тата район хаçачӗн сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество