Юлашки самантчен шанмарăмăр... Таврăнасса кӗтрӗмӗр. Анчах та ылханлă вăрçă чи лайăххисене илсе каять.

2024 çулхи августăн 23-мӗшӗнче ятарлă çар операцийӗнче çар задачине пурнăçланă чух Аксу районӗнчи Саврăшпуç каччи, 2000 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче çуралнă
Алексей Александрович ПЕТРОВ
паттăррăн пуç хунă. Эпир унăн ашшӗпе Александр Васильевичпа, амăшӗпе Татьяна Валерьевнăпа, пӗртăванӗсемпе, ытти тăванӗсемпе пӗрле чун-чӗререн хурланатпăр. Хăв çуратса ӳстернӗ ачана çухатнинчен пысăкрах хуйхă çук. Алексейӗн çутă сăнарӗ яланах пирӗн асăмăрсенче упранӗ.
Паттăр салтака паян, январӗн 23-мӗшӗнче, тăван ялта Саврăшпуçӗнче юлашки çула ăсататпăр.
Саврăшпуç ялӗнче пурăнакансем, «Кто, если не мы?» волонтерсен ушкăнӗ.
Нет комментариев