Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шелепи пирӗн чӗрере

Н.И.Полоруссов-Шелепин 145 çуллăхне аксусем шăпах ун палăкӗ умне пуçтарăнчӗç те, унта митинг пулчӗ. Унта Аксу муниципаллă район пуçлăхӗ Алмаз Мингулов, район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Алексей Тимирясов, вырăнти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Роза Чентаева, поэтăн кӗçӗн мăнукӗсемпе тăванӗсем, шкул ачисем тата суварçăсем – хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, социаллă сетьсен редакторӗ Ксения Романова, «Аталан» чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗн çумӗ Руслан Хураськин хутшăнчӗç.

«Паян ку мероприятие уçма питӗ кăмăллă. Тӗрлӗ халăх ачисем пуçтарăннă кунта. Районта эпир мӗнпур тӗн представителӗсене хисеплетпӗр. Николай Иванович чăваш халăх поэчӗ пулин те, эп пӗлнӗ тăрăх, вăл тутарларан чăвашла, чăвашларан тутарла куçарнă. Шупашкарта пурăннă чухне тутар поэчӗсен сăввисене чăвашла нумай куçарнă. Унăн пурнăç çулӗ аслă та йывăр пулнă. Аксу тăрăхӗнчен çакăн пек пултаруллă та чаплă поэт тухнипе эпир мăнаçланатпăр», – терӗ район пуçлăхӗ Алмаз Мингулов. 

Полоруссов-Шелепин кӗçӗн мăнукӗ – Аксури 3-мӗш шкулта акăлчан чӗлхине вӗрентекен Людмила Геннадьевна Кандалина – тăванӗсен ятӗнчен сăмах илсе район ертӳлӗхне поэта сума суса митинг ирттернӗшӗн тав турӗ. «Пысăк тав сире паян пире кунта чӗннӗшӗн, Николай Ивановича аса илсе сума сунăшăн. Ман шутпа астăвăм вăл ӗмӗрӗпех пурăнмалла. Тăвансен ятӗнчен пурсăра та пысăк тав – чăваш культурине, халăхне тӗрев панăшăн. Эпир тутарсемпе, вырăссемпе пӗрле аталанса ӳссе пыратпăр», – терӗ поэтăн кӗçӗн мăнукӗ. Сăмах май, Полоруссов-Шелепин кӗçӗн мăнукӗсем сахалăн марччӗ уявра. Йăхӗ пысăк вӗсен. Беловкăра та тăванӗсем йышлăн пурăнаççӗ. 

Роза Чентаева хăй сăмахне поэтăн чăваш чӗлхине халалланă сăввинчен пуç­ларӗ. Унтан вăл кăштах Шелепин пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ, халăхсен туслăхӗ çинче чарăнчӗ. «Аксура мӗн ӗлӗкрен чăвашсемпе тутарсем туслă пурăннă. Халӗ те çаплах. Полоруссов-Шелепи тутар ачисемпе ӳснӗрен икӗ чӗлхе пӗлсе ӳснӗ. Чăвашларан тутарла, тутарларан чăвашла пит лайăх куçарнă. Литературăра вăл калама çук пысăк йӗр хăварнă. Пирӗн тӗп тӗллев – ун пуян еткерӗпе хамăр çамрăксене паллаштарасси», – терӗ вырăнти чăвашсен лидерӗ.  

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Полоруссов-Шелепин чăваш литературинчи пысăк вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ пирки каларӗ. Виçӗмçул поэтăн тăванӗсем, ЧНКАпа Чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗ пӗрле пуçтарăнса вилтăпри çинчи палăка тата картине çӗнетнине каласа пачӗ. «Поэт ячӗ вилӗмсӗр, ун чунӗ пирӗн чӗресенче тата хăйӗн сăвви-поэмисенче пурăнать», – терӗ Ирина Трифонова. 

Çакăн хыççăн сăмаха ачасем илчӗç. Тӗрӗссипе, шăпах вӗсем уяв илемӗ пулчӗç. Чăваш, вырăс, тутар халăх тумӗсемпе килнӗскерсем митинг атмосферине чӗрӗлӗх кӗртрӗç. Юнармеецсем те пуçтарăнса килнӗ. Ку йышши мероприятисене ачасене явăçтарни уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Çакăнта ӗнтӗ вӗсем тăван культурăна, чӗлхене хаклама, паллă çынсем урлă культура еткерӗпе мăнаçланма вӗренеççӗ. Мероприяти ачасем Шелепин сăввисене вырăсла тата чăвашла вуланипе вӗçленчӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели 145-летие Николая Шелепи