Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен ял хуçалӑх ярмӑрккисем ӗçлеме пуçлаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен ял хуçалӑх ярмӑрккисем ӗçлеме пуçлаççӗ

Хусанта кӗркунне иртекен йӑлана кӗнӗ ял хуçалӑх ярмӑрккисем сентябрӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 29-мӗшӗччен ӗçлӗççӗ. Хальхи вăхăтра Хусан ӗçтӑвкомӗн постановленийӗн проекчӗ коррупцие хирӗç экспертиза иртет.

Çавӑн пекех документ ярмӑрккӑсене хатӗрленсе ирттерессипе ӗçлекен йӗркелӳ комитечӗн йышне те палӑртӗ. 

Хусан çыннисем Авиастроительсен тата Киров районӗсенче вырнаçнă виçӗ площадкăра, Вахитов районӗн пӗр площадкинче, Çӗнӗ Савиново, Советски тата Приволжски районсен икӗ площадкинче фермерсемпе Тутарстан производителӗсен продукцине йӳнӗрех хакпа туянма пултараççӗ.

Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен ял хуçалӑх ярмӑрккисем Тутарстанăн районĕсенче те ӗçлеççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Сельское хозяйство

Нет комментариев