Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 3-мӗшӗнчен Тутарстанра тӗклӗ вӗçен кайăксене тытма ирӗк панă

2019-2021 çулсенче Тутарстанра сунар йӗркисене пăснăшăн 638 административлă протокол çырнă

Сунар йӗркисемпе тӗклӗ вӗçен кайăксен шутне дупель, бекас, гаршнеп, турухтан, чибис, тулес, хрустан, кроншнеп, улит, веретенник, кроншнеп, мородунка, камнешарка, коростель, погоныш, хур, кăвакал, лысуха, пăрчăкан, кăвакарчăн, улатупа (горлица), хир чăххи (куропатка), вальдшнеп, карăк (глухарь), ăсан (тетерев), пăчăр (рябчик) кӗреççӗ.

Аса илтеретпӗр, улит, кроншнеп, веретенник, клинтух, горлица – Тутарстан Республикин Хӗрлӗ кӗнекине кӗнӗ. Хрустан, кроншнеп, пискулька тата хăмăр хур – Раççей Федерацийӗн Хӗрлӗ кӗнекинче. Вӗсене тытма юрамасть.

Тутарстанăн Патшалăх Канашӗ сунар йӗркисене пăснăшăн парăнакан штрафа 2000 тенкӗ таранччен ӳстересшӗн. Саккунсăр сунара пула кӳрӗннӗ сиен штрафăн пӗчӗк калăпăшӗпе танлашаймасть. Сунара тухма ирӗк паракан патшалăх хырçи 650 тенкӗ кăна. Анчах та, калăпăр, кăвакала саккунсăр тытнин сиенӗ 1800 тенкӗпе танлашать. Çав вăхăтра сунара ирӗк илмесӗр тунхишӗн штраф 500 тенкӗрен иртмест.  

2019-2021 çулсенче Тутарстанра сунар йӗркисене пăснăшăн 638 административлă протокол çырнă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев