Сентябрьтен аслă шкулсем çӗнӗ система çине куçма пуçлаççӗ. Анчах пурте мар
Кăçалхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен аслă шкулсенчи бакалавриатпа магистратура системине пăрахăçлама пуçлаççӗ.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен вузсенче тӗп тата специализациленӗ аслă пӗлӳ пама пуçлаççӗ. Тӗп вӗренӳ 4 – 6 çула тăсăлать, ятарли – тата 1 – 3 çула. Çапах та улшăнусем пурне те харăс пырса тивмӗç.

Çӗнӗ вӗрентӳ системин пилотлă проектне Раççейри çак аслă шкулсем хутшăнаççӗ:
Инçет Хӗвелтухăçӗнчи федераллă университет;
Мускаври хула педагогика университечӗ;
Мускаври Н.Э.Бауман ячӗллӗ патшалăх техника университечӗ (наци тӗпчев университечӗ);
Мускаври физикăпа техника университечӗ (наци тӗпчев университечӗ);
Н.И.Пирогов ячӗллӗ Раççей наци тӗпчев медицина университечӗ;
Раççей транспорт университечӗ;
Санкт-Петербургри патшалăх тинӗс техника университечӗ;
Ставропольти патшалăх аграри университечӗ;
Тюменьти патшалăх университечӗ;
Раççейӗн пӗрремӗш президенчӗ Б.Н.Ельцин ячӗллӗ Урал федераллă университечӗ;
Кăнтăр федераллă университечӗ.
Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев