Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкар кунне уявланă хыççăн хулан мэрӗ вилсе кайнă

Августăн 22-мӗшӗнче каçхине Шупашкар хулин пуçлăхӗ Олег Кортунов вилни çинчен пӗлтереççӗ хыпар хатӗрӗсем. Вилӗм сăлтавӗ чӗрепе аптăрани пулма пултарнă теççӗ

Олег Кортунов 1984 çулта апрелӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта çуралнă. Тимӗр шăратакан производствора слесарь-ремонтникăн вӗренекенӗ, детальсене пуçтаракан пулса ӗçленӗ. Чăваш патшалăх университетӗнче вӗреннӗ вăхăтра инженер тата менеджер профессийӗсене алла илнӗ. Вӗренӗве вӗçленӗ хыççăн «Чувашкабель» заводра инженер пулса ӗçленӗ, унтан генеральнăй директорăн çумӗ. Паллă бизнесменăн Игорь Кортуновăн ывăлӗн карьери хăвăрт тата ăнăçлă аталанать.

2015 çулта вăл Шупашкар хулин депутачӗсен ретне тăрать. 2020 çулта çамрăк çулне пăхмасăрах, Кортунова Шупашкар хулин пуçлăхне – Хула депутачӗсен пухăвӗн председательне суйлаççӗ.

Тӗлӗнмелле те, анчах та мэр августăн 21-мӗшӗнче паллă тунă Шупашкар хулин кунӗ хыççăн вилсе кайнă.
https://chgsd.cap.ru/ сайтри сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев