Шупашкарсем Юрий Сементере юбилейпе саламлама литература музейне пухӑннӑ
Уява Чăваш наци конгресĕн культура тата вĕренÿ комитечĕн ертÿçисем те хутшăнчĕç, тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби
Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Шупашкар хулинчи К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементерĕн 80 çулне халалласа «Сан ятупа юрлатăп, Чăваш Ен» литература каçĕ иртрĕ.
Уява Чăваш наци конгресĕн культура тата вĕренÿ комитечĕн ертÿçисем те хутшăнчĕç, тесе пӗлтерет ЧНК пресс-служби.
Музей ĕçченĕсем паллă куна халалласа ятарлă курав йĕркеленĕ. Унта паллă поэтăн кĕнекисемпе сăн ÿкерчĕкĕсем, сĕтел-пуканĕ, пичет машинки, патшалăх наградисемпе тĕрлĕ документсем тата ытти усă курнă япалисем вырнаçнă.
Курава уçма поэтăн тус-юлташĕсем тата ÿнерпе культура ĕçченĕсемпе çыравçасем пуçтарăнчĕç.
Савăнăçлă уява музей директорĕ тата культура комитечĕн пайташĕ Ирина Оленкина уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Мероприяти культура комитечĕн «Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисем» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ.
ЧНК хастарĕсем Геронтий Никифоров (вĕренÿ комитечĕн ертÿçи), Вера Архипова (культура комитечĕн председателĕ) тата Президиум пайташĕ Михаил Краснов сумлă поэта ЧНК президенчĕн Николай Угасловăн саламне илсе çитерчĕç, унăн Хушăвĕпе Юрий Семенович Сементере конгресс Хисеп Грамотипе чысларĕç.
--Хисеплĕ Юрий Семенович! Сирĕн хайлавăрсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама, чи ыррине курма тата туйма вĕрентеççĕ. Вĕсене шкул программине кĕртни тăван чĕлхене, çĕршыва хисеплеме, чăвашлăха çÿллĕ шая çĕклеме пулăшаççĕ, -- терĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров.
Ун сăмахне малалла аталантарса культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова Юрий Сементерĕн пултаруллăхĕ вышкайсăр пулнине, вăл хамăр культурăна тата та пуянлатма пулăшнине палăртрĕ.
Чаплă поэтăн ентешĕсем -- Трак ен тăрăхĕнчен килнĕ культура ĕçченĕсем, Чăваш Республикин профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Лидия Филипповăпа пĕрле ытти калем ăстисем, Галина Пуклакова чăваш халăх артистки, Иван Архипов юрăç, Клара Осокина ертсе пыракан «Тарават» юрă ушкăнĕ, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра, Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата ытти культурăпа ÿнер ăстисем халăх поэтне ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх сунса малашне те паха хайлавсемпе савăнтарма ырă сунчĕç.
ЧНК пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев