Аксу район чăвашӗсен тупри Шупашкарти куравра
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Чăваш тĕррин музейĕнче Аксу районĕнчи чăвашсен культурине сăнлакан «Чулман Атăл эрешĕсем» курав уçăлчӗ.
Шупашкарта Кама леш енчи чăвашсен тӗррин куравӗ уçăласси пирки эпир маларах хыпарланăччӗ. Кӗтнӗ кун çитрӗ, сентябрӗн 27-мӗшӗнче Чăваш тĕррин музейĕнче Аксу районĕнчи чăвашсен культурине сăнлакан «Чулман Атăл эрешĕсем» курав уçăлчӗ. Ăна Чăваш наци музейĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Шупашкарти культурăпа ӳнер институчĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Йӗркелӳçӗсем маларах Аксу районне ятарласа экспедицие килнӗччӗ. Икĕ кунра Кивӗ Илтрекьел, Илешни, Енрусьел, Тимушкел, Беловка, Кивӗ Ӳсел, Çирӗклӗ ялӗсене çитсе 74 ытла экспонат пухрӗç. Музейӗн наука сотрудникӗ Наталья Кульева – Захарова каласа панă тăрăх, вĕсене çак тĕпчеве тума икĕ çул каялла Конгресс Чăваш Енри районсенче ирттернĕ тум уявĕ хавхалантарнă. Çапла майпа музей тӗрлӗ регионти чăвашсен тӗррисемпе халăха паллаштарма шутлать. Аксу районӗ çак проектăн пӗрремӗш утăмӗ пулчӗ. Малашнехи планра Марий Эл, Пушкăртстан республикисенче пурăнакан чăвашсем патне çитсе килесси, унти чăваш тӗррисен куравӗсене йӗркелесси.
«Чулман Атăл эрешĕсем» курава уçмашкăн Аксу районĕн культура пайĕн пуçлăхĕпе Сергей Тимрясовпа вырăнти ЧНКЦ председателӗ Владимир Калуков та хутшăнчӗç. Паллах, курав вӗçленсен экспонатсенчен чылай пайӗ Аксу районӗнчи чăваш ялӗсенех таврăнӗ. Хăшӗ-пӗри вара Чăваш тӗррин музейӗн фондӗнче юлӗ. Çапла майпа пулас ăрăвăн Аксу тăрăхӗнчи чăвашсен культурипе паллашма май пулӗ. Аксу чăвашӗсен хăйне евӗрлӗхӗпе паллашас текенсен музее çитсе килме вăхăт пур-ха, мӗншӗн тесен курав Çӗнӗ çулчченех ӗçлет. Музей Шупашкар хулинчи К.Маркс урамӗнчи 32-мӗш çуртра вырнаçнă. Курав ытларикунран пуçласа шăматкунччен кашни кун ирхине 10 сехтрен пуçласа 18 сехетчен ӗçлет. (З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев