Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ШУРĂМПУÇ» ЖУРНАЛĂН ÇӖНӖ НОМЕРӖ ТУХРӖ

Çуркунне çыравçăсене «Шурăмпуç» журнал кăларасси пирки пӗлтертӗмӗр. «Суварпа» туслă калем ăстисем ку хыпара хапăл туса йышăнчӗç, хаçатра ку хыпарпа паллашсанах редакцие хăйсен хайлавӗсене журналта пичетлемешкӗн ярса пама пуçларӗç. Тав сире пурне те!

Тутарстанри чăваш çыравçисен хайлавӗсемпе паллашнă май чун-чӗрере мăнаçлăх çуралать

«Шурăмпуç» журнал 1919 çулта Хусанта тухма пуçланă. Икӗ çул тухса тăнă вăл. 2021 çулта хупăннă. 1995 çулта «Сувар» хаçатăн ун чухнехи тӗп редакторӗ Н.М.Сорокин тăрăшнипе «Шурăмпуçа» тепӗр хут кăларма пуçланă. 74 çул тухмасăр тăнă литература кăларăмне суварçăсем Шупашкарти çыравçăсем пулăшнипе кун çути кăтартнах. Кашни çул кăлараймасан та, темиçе çулта пӗрре те пулин тухсах тăрать журнал. Шел, кашни çул кăларма çук ăна – укçа-тенкӗ тăкакӗ пысăк. Халиччен журнала кăларма ТР ЧНКА Канашӗ темиçе хутчен те пулăшрӗ.

Кăçал вара Тутарстан Республикинче Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине шута илсе суварçăсем «Шурăмпуç» журнал кăларма шухăш пуррине пӗлтерсен «Татмедиа» Пичет тата массăллă коммуникацисен республика агентстви пулăшу пама хирӗç пулмарӗ. Пысăк тав агентствăн ертӳçине Айдар Саитгараевич Салимгараева!

Журнала калăпласа ноябрьте Шупашкарти типографине ярса патăмăр, иртнӗ эрне вӗçӗнче вара вăл пичетленсе тухни пирки пӗлтерчӗç. Ку ытларикун пирӗн хаклă журналăмăр Хусана çитрӗ. Унпа сире те, хисеплӗ вулаканăмăрсем, кӗскен паллаштарас килет.

«Шурăмпуçăн» хуплашкине Пăва районӗнче пурăнакан талантлă ӳнерçӗн Сантăр Пиклăн картини илемлетет. Журналти калавсене те ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсен авторӗ – Юрий Капитонов. Пичет кăларăмӗн малтанхи страницисене уçсанах тӗп редакторăн Ирина Трифонован умсăмахне вулатпăр. Унтан тӗп редактор çумӗ Вера Александрова 1995 çулта журнала çӗнӗрен чӗртсе тăратнă, кăçал çут тӗнчерен уйрăлса кайнă Н.М.Сорокина аса илсе, тав туса çырать. Малалла Тутарстанра пурăнакан е кунта çуралса ӳснӗ поэтсемпе писательсен хайлавӗсемпе паллашатпăр. Тин кăна типографирен пичетленсе тухнă «Шурăмпуçра» Евгений Турханăн, Нина Артемьеван, Николай Зиминăн, Анатолий Малышевăн, Раман Иринккин, Андриян Григорьевăн, Галина Кӗмӗлӗн, Валери Туктарăн сăвви-поэмисене, Константин Малышевăн, Анатолий Хмытăн, Алена Алексеева-Аксупин, Николай Ларионов-Йӗлмелӗн, Владимир Левуковăн, Ухтияр Илюхинăн, Лидия Угахинан, Михаил Якушевăн, Иван Павловăн калавӗсене вулама пулать. Кашни авторăн хăйӗн стилӗ, тӗп шухăша вулакан патне çитерес хăйне евӗрлӗ мелӗ. Страница хыççăн страница уçса пырса Тутарстанри чăваш çыравçисен хайлавӗсемпе паллашнă май чун-чӗрере мăнаçлăх çуралать – тăван чăваш чӗлхипе чуна витермелле илемлӗ литература произведенийӗ çырма пултаракан мӗн чухлӗ пултаруллă çыравçă пур вӗт-ха хамăр хушăрах! Паллах, вӗсем тата та йышлăрах, журнала кӗмен авторсем те нумайăн пирӗн. Кăçал хăйсен хайлавӗсене шăпах çак калем ăстисем ярса пачӗç «Шурăмпуç» валли.

Эпир, Тутарстан чăвашӗсем, çыракансемпе кăна мар, юрă кӗвӗлекенсемпе те мухтанма пултаратпăр – пултаруллă композиторсем те пур пирӗн. Ак, журналăн ку номерӗнче Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киреметре çуралса ӳснӗ, юлашки вăхăтра Мускавра пурăннă Михаил Волковăн (шел, вăл кăçал пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ), Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Владимир Егоровăн, Аксу районӗнчи Çӗньялта çуралса ӳснӗ, халӗ Лениногорск хулинче пурăнакан Геннадий Садовниковăн юррисемпе паллашма пулать.

Пӗтӗмлетсе каласан, «Шурăмпуçăн» çӗнӗ номерӗ питӗ интереслӗ, паха, пуян пулса тухнă. Журнала «Сувар» хаçат редакцийӗнче туянма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев