Сиреньелсем грант ҫӗнсе илнӗ те
Çӗнӗ хыпарсем

Сиреньелсем грант ҫӗнсе илнӗ те

Элмет районӗнче чӑваш халӑхӗн авалхи тумтирӗн уявне ирттереҫҫӗ

 "Ӗмӗр илемӗ ҫыхӑнура" тесе ят панӑ Сиреньелӗнчи Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ҫак уява. ТР Культура министерстви тата Элмет район администрацийӗ панӑ грант укҫипе вӗсем шӑпах чӑваш костюмӗсем ҫӗлеттернӗ.

Аслисем валли те, ачасем валли те халь тум ҫителӗклӗ сиреньелсен. Уявне вӗсем июлӗн 7-мӗшӗнче 11 сехетре ялӑн паркӗнче пуҫлӗҫ. Унта районти 4 чӑваш ялӗн фольклор ушкӑнӗ, Ҫарӑмсан районӗнчен 3 коллектив килмелле. Кашнийӗ хӑйсен ялӗнчи йӑлари чӑваш тумне тӑхӑнӗ. 

Авалхи чӑваш тумӗ, унӑн пӗлтерӗшлӗ ҫинчен каласа парӗҫ уява ертсе пыракансем. Юлашкинчен алшӑллисемпе карталанса унка тӑрӗҫ


Элмет

Нет комментариев