Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçачӗн тӗп редакторӗ, Ульяновск облаçӗнчи массăлла информаци хатӗрӗсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Мустаева «Сувар» хаçата 30 çул тултарнă ятпа саламлани

Сирӗн çумăрта ырă çынсем кăна пулччăр, çулăрсем уçăлса пыччăр!

Хаклă Ирина Федоровна, «Сувар» хаçатăн ырми-канми тăрăшакан ӗçченӗсем!

Сире чун-чӗререн чаплӑ уяв ячӗпе — хаçатăн пӗрремӗш номерӗ кун çути курнăранпа 30 çул çитнипе — саламлатăп. 

Тӳрӗ те çӑмӑл пулман иртнӗ çул çине паян сирӗн ӗç коллективӗ, журналистика ветеранӗсем тулли кăмăлпа та мӑнкӑмӑллӑн пӑхма пултараççӗ. Эсир, журналистсем, талантăра пула тата хӑвăра шеллемесӗр ӗçленипе кашни эрнере вулакансем патне юратакан кăларăма çитеретӗр, çивӗч ыйтусем çӗклетӗр. «Сувар» хаçатăн чунӗ пурри кашни номерӗнчех курăнать. Вăл — ăслă, ырă тата питӗ сисӗмлӗ: çитӗнӳсемшӗн савăнать, хурлăхра кулянма пӗлет, йывăрлăхра пулăшу аллине тăсать. 

Паян журналистсене çăмăл мар, уйрăмах хутпа тухакан кăларăмсем умӗнче, çӗнӗ технологисем хăвăрт аталанса пынă май, питӗ пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççӗ. Анчах та пирӗн малашлӑха шанчӑкпа пӑхмалла. Çӗнӗ майсем шырама, вулакансемпе диалога тухма пире никам та кансӗрлеймест. 

Сире тепӗр хут юбилей ячӗпе саламласа пысăк та анлă малашлăх сунатăп. Эсир вулакансене кирлӗ! Хаçатра тăрăшакансене вара — çирӗп сывлăх, пур çӗрте те ăнăçу, телей. Сирӗн çумăрта ырă çынсем кăна пулччăр, çулăрсем уçăлса пыччăр. 

Елена МУСТАЕВА, 
Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçачӗн тӗп редакторӗ, Ульяновск облаçӗнчи массăлла информаци хатӗрӗсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: поздравление