Сирӗн фондсем пуянланччăр, вулаканăрсем йышланччăр
Паян Раççейри библиотекарьсем, библиографсем профессиллӗ уявне паллă тăваççӗ
Раççейре çулсерен майăн 27-мӗшӗнче библиотека ӗçченӗсен кунне уявласси 1795 çулта çӗршыври Императорăн публичнăй библиотеки (халӗ Раççей Наци библиотеки) уçăлнипе çыхăннă.
Ăна РФ Президенчӗн Указӗпе 1995 çултан паллă тăватпăр. Ку уяв библиотекарьсен çеç мар, библиотекăна çӳрекенсемшӗн те, кӗнеке вулама юратакансемшӗн те паллă кун пулса тăрать.
Тутарстанра ку тӗлӗшпе Наци библиотекинче йышлă мероприятисем хатӗрленӗ. Уяв программинчи кашни мероприяти вулакансемпе иртет: кӗнеке пичетлессипе мастер-класс, Тукай Хусанта çӳренӗ вырăнсемпе çыхăннă сӗтелçи вăййи, винил-пластинкăсем итлесси хальхинчен «уçă микрофон» пек иртет, ачасем валли воркшоп. Çавăн пекех библиотекарьсем хăйсен профессийӗпе те паллаштараççӗ, паян кăна вăрттăнлăхӗсене уçса параççӗ.
Майăн 27-мӗшӗнче вулакансем «Кӗнеке купинче» хăйсене килӗшекен кӗнекесем шыраса тупӗç. Ку акцие ирттересси йăлана кӗнӗ ӗнтӗ, паян тата тепӗр акци пуçланать – «Кӗнеке амнистийӗ». Библиотекăран кӗнеке илсе вăхăтра тавăрма маннисемшӗн йӗркеленӗ ăна. Библиоткăна палăртнă кунра çитейменнисене акци вăхăтӗнче штраф та памаççӗ, намăсланма та тивмест, ӳпкелешекен те пулмӗ.
Пӗтӗм Раççейри Библиотекăсен кунӗпе эпир чăваш ялӗсенче, шкулӗсенчеӗçлекен библиотекарьсене саламлатпăр. Сирӗн фонд чăваш кӗнекисемпе пуянлансах пытăр, библиотека вулакансенчен ан татăлтăр.
Автор сăнӳкерчӗкӗ, архивран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев