Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисен йӗрке хуралӗн чи лайăх отрячӗ

Конкурсăн мӗнпур тапхăрӗнче çӗнтересе мала тухаканӗ кăçал Хусанти Ново Савиново районӗнчи 170-мӗш нумай профильлӗ лицей. Яланхи йăлапа çӗнтерӳçӗсене хаваслă лару-тăрура Раççей ШӖМӗн Хусанти управленийӗн Хисеп хучӗпе тата куçса çӳрекен кубокпа чысланине пӗлтерет ШӖМ пресс-служби.

Иртнӗ тунтикун ТР ШӖМӗн музейӗнче Хусанти шкул ачисен право хуралӗн юхăмӗн XIX слетӗнче «Право хуралӗн чи лайăх отрячӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Конкурсăн тӗллевӗ – ачасемпе çамрăксен хушшинче право хуралӗн юхăмне аталантарасси, право воспитанийӗн никӗсне çирӗплетесси. 

Аса илтеретпӗр, «Право хуралӗн отрядне» сывă пурнăç йӗркине тытса пыракан, право йӗркисене вӗренекен, ШӖМ вӗрентӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрес шутлă 12 –15 çулсенчи каччăсемпе хӗрсене, çав шутра профилактика учетӗнче тăракансене те, илеççӗ. Кун валли заявлени кăна çырмалла вӗсен.

Шкулсенче çакнашкал отрядсем йӗркелени чăн малтан çамрăк ăрăва граждан тата патриотизм воспитанийӗ парассипе çыхăннă. Тӗп тӗллевӗ – закона, обществăри йӗркесене пăхăнакан çынсем ӳстересси. Право вӗрентӗвӗ шкулсенче эрнере пӗрре иртет. Вӗсенче профилактика калаçăвӗсем йӗркелеççӗ, курнă видеофильмсенчи лару-тăрусене пӗрле сӳтсе яваççӗ. Агитбригадăсене, анкета пухма явăçтараççӗ. «Я и закон», «Молодежь за ЗОЖ», «Закон обо мне» темăсемпе çавра сӗтелсем, тематика кунӗсем, конкурссемпе викторинăсем ирттереççӗ. Çакă йăлтах шкул ачисем закона пăсасран профилактикăпа çыхăннă. (Сăнӳкерчӗк ТР ШӖМ пресс-службин).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество