Шкул музейӗсем конкурса хутшăнма пултараççӗ
РФ Çутӗç министерстви пулăшнипе «Пӗлӳ» общество ирттерекен Пӗтӗм Раççейри шкул музейӗсен конкурсне заявкăсене апрелӗн 29-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Конкурс эксперчӗсем шкул ачисене музейсен ӗçне явăçтармалли чи лайăх практикăсене палăртӗç. Çӗнтерӳçӗсене экспозицисене лайăхлатма курав площадкисене çӗнетмелли оборудовани параççӗ.
Шкул музейӗсенче ӗçлекенсем заявкăна ултă номинацирен пӗринпе пама пулать: «Лучшая историческая экспозиция», «Лучшая экспозиция, посвященная памяти защитников Отечества», «Лучшая этнографическая / краеведческая экспозиция», «Лучшая естественнонаучная экспозиция», «Лучшая экспозиция в сфере искусства и творчества» тата «Лучшая экспозиция с уникальной тематикой». Унсăр пуçне йӗркелӳçӗсем «Лучшая музейная практика» ятарлă номинаци те пăхса хăварнă, унта ӗçӗн чи ăнăçлă формачӗсене палăртӗç.
Конкурса хутшăнакансен шкулти музейсенче çутӗç мероприятийӗсем ирттермелле, видеопрезентаци хатӗрлемелле тата жюри умӗнчи хӳтӗлевре вӗренекенсемпе ӗçлемелли меслетсене кăтартса памалла. Кашни тапхăр пирки тӗплӗ информацие проект сайтӗнче тупма пулать.
Çӗнтерӳçӗсене октябрь уйăхӗнче Мускавра «Юнармия» тата «Движение Первых» юхăмсен иртерекен «Память жива» форум шайӗнче палăртӗç.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗкре Аксу районӗнчи Емелькино шкулӗн музейӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев