Шкул пӗтерекенсем декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине çыраççӗ
Декабрӗн 3-мӗшӗнче çак вӗренӳ çулӗнче шкул пӗтерекенсем пӗтӗмлетӳллӗ сочинени (е изложени) çыраççӗ. Ăна ăнăçлă çырни патшалăх экзаменӗсене тытма ирӗк парать. Тутарстанри шкулсенче вӗренекен 16367 ача сочинени, 184-шӗ изложени çырӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ сочинени ыран мар тепӗр кун 10.00 сехетре пуçланать. 3 сехет те 55 минут парăнать ăна çырма. Сывлăх енчен çирӗп мар, инвалид ачасем тӗрӗслев ӗçне ыттисенчен пӗр сехет çурă вăрахрах çырма пултараççӗ.

Сочинени çырнă чух вӗренекенсем шкултан панă орфографи словарӗпе, изложени çырнă чух шкултан панă орфографи е ăнлантару словарӗсемпе усă курма пултараççӗ.
Ку вӗренӳ çулӗнче заданисен кашни комплекчӗпе ултă тема сӗнеççӗ:
1, 2 темăсем: «Духовно-нравственные ориентиры в жизни человека».
3, 4 темăсем: «Семья, общество, Отечество в жизни человека».
5, 6 темăсем: «Природа и культура в жизни человека».
Тӗрӗслев ӗçӗн результатне унта хутшăннисем декабрӗн 17-мӗшӗнче хăйсем вӗренекен шкулта пӗлме пултараççӗ.
Тӗрӗслев ӗçӗ çыракансене ăнăçу сунатпăр!
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев