Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул пӗтерекенсен пӗрлехи сывпуллашу каçӗ Хусанта «Татнефть Аренăра» иртӗ

Шкул пӗтернине халалланă пӗрлехи уяв Хусанта июнӗн 28-мӗшӗнче иртет.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, вăл кăçал та «Татнефть Арена» Пăр керменӗнче пулӗ. Çакăн пирки паян хула мэрийӗнче иртнӗ «Ӗçлӗ тунтикун» канашлура Хусан Ӗçтăвкомӗн Вӗрентӳ управленийӗн пуçлăхӗ Ирек Ризванов пӗлтернӗ. 


«Хулари шкулсенчен вӗренсе тухакансем валли сывпуллашу каçӗ йăлана кӗнӗ парне пулӗ. Кăçал вăл „Татнефть Арена“ спорт тата концерт комплексӗнче июнӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Сывпуллашу каçӗ вăл — ӗмӗрлӗхе асра юлакан пулăм, ăна вӗренекенсем чăтăмсăррăн кӗтеççӗ», — тенӗ И. Ризванов. 


Ку вӗренӳ çулне пурӗ 174 пин ача вӗренсе пӗтернӗ, 20 пинӗшӗн юлашки шăнкăрав янăранă та ӗнтӗ.

 

И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев