Шкула хăçан каймалла мар?
Çӗнӗ хыпарсем

Шкула хăçан каймалла мар?

Çанталӑк тӑрук сивӗтнӗ май шкулсенче ачасем вӗренмеççӗ.

ТР Вĕрентӳпе наука министерстви миçе градус сивӗре хăш классем шкула каймалла маррине çапла пӗлтерет:

  • Сывлăш температури -23 градус пулсан, ял шкулӗсенчи пуçламăш классем вӗренмеççӗ;
  • -25 градуса çитсен – хула шкулӗсенчи пуçламăш классем, ял шкулӗсенчи 5–9 классем;
  •  -27 градусра хула шкулӗсенчи 5–9 классем;
  • -30 градусра ял шкулӗсенчи 10-11 классем;
  • -32 градусра хула шкулӗсенчи 10-11 классем. 

Сывлӑш температури -3 градусран ытла мар сивӗ пулсан, çил çеккунтра 6–10 метртан сахалрах хăвăртлăхпа вӗрсен кӗçӗн классемпе урамра физкультура урокне ирттерме юрать; аслӑ классемпе -10 градусран ытла мар пулмалла.

Сывлăш температури -25 градусран сивӗрех пулсан шкул ачисене автобуссемпе турттарма юрамасть.

 


школа

Нет комментариев