Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсем валли дронсем туянаççӗ

Тутарстанри шкулсенче кӗçех пилотсăр вӗçев аппарачӗсене пуçтарма-вӗçтерме вӗрентме тытăнаççӗ.

 ТР Вӗрентӳпе наука министерстви кун валли 99,4 миллион тенкӗ уйăрать. Унпа 432 беспилотник конструкторӗ (216-шер программăлакан вӗрентӳ квадрокоптер наборӗпе спорт квадрокоптерӗ) тата 144 «Аэро» ресурс наборӗ туянӗç. Патшалăх туянăвӗн порталӗнче тендер вырнаçтарнă та ӗнтӗ тесе пӗлтертет РБК Татарстан сайт.

Республикăри пурӗ 18 шкула 24-шар конструкторпа 8-шар «Аэро» наборне парӗç. Проектра Хусанти 6 шкул, Ешӗлвар районӗнчи — 5, Çырчалли, Лайăш, Спаспа Тури Услон, Пӗкӗлме районӗсенчи 2-шер вӗрентӳ учрежденийӗ хутшăнать. Пӗтӗмпе ку проект валли 301,3 миллион тенкӗ (244,1 миллионӗ — федераллă, 57,2-шӗ регион бюджетӗнчен) уйăрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество