Шкулсенче тăван чӗлхесене вӗренесси улшăнмасăр юлать
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулсенче тăван чӗлхесене вӗренесси улшăнмасăр юлать

Раççейри шкулсенче сентябрӗн 1-мӗшӗнчен тăван чӗлхсене (Раççей халăхӗсен чӗлхисене) вӗренмелли сехетсен шучӗ улшăнманнине РФ Çутӗç министерствин пресс-служби пӗлтерет. Роспотребнадзор ыйтнипе 1-мӗш класра ирттермелли занятисен форми çеç улшăнать – ăна урок тулашӗнчи формăна куçараççӗ. Тивӗçлӗ сӗнӳсене РФ субъекчӗсене ярса панă.

«Тăван чӗлхе – культура еткерлӗхӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ, ăна  вӗренме майсем туса  памалла. Эпир вӗрентӳ процесӗ шайӗнче чӗлхе тӗрлӗлӗхне упраса хăварассин тата пулăшассин кирлӗлӗхне палăртатпăр», – пӗлтернӗ РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов.

Тăван чӗлхене вӗренме пулăшас тытăма, вӗрентӳ материалӗсем хатӗрлессине тата педагогсен квалификацине ӳстерессине министерство малалла аталантарасшăн.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.


Образование родной язык Минпросвещения

Нет комментариев