Шкултанах БПЛА вӗренеççӗ
Аслӑ классенче вӗренекенсем валли беспилотниксен пӗрремӗш учебникне кӑларнӑ
Физикӑпа информатика предмечӗсен профильлӗ занятийӗсенче темӑна тарӑннӑн ăнлантарма палӑртнӑ.
Бесплотниксен пӗрремӗш учебникне 10-11 классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ.
«Просвещение» издательство Наци технологи пуçарăвӗн (НТИ) Кружок юхӑмӗпе пӗрле «Пилотсăр вӗçев аппарачӗсем. Хатӗрсенчен пуҫласа професси суйличченех» пӗрремӗш учебник кăларнă тесе пӗлтерет ТАСС хăйӗн сайтӗнче.
Кӑларӑм патшалӑх экспертизи иртнӗ, официаллӑ статус илнӗ, ăна РФ Çутӗҫ министерстви федераци списокне кӗртнӗ.
Пособире пилотсӑр вӗҫев аппаратне тӑвассин тулли ярӑмне — конструкцирен, программинчен пуҫласа тӗрӗслев таран – кӑтартнӑ. Уйрӑм пай право ыйтӑвӗсене халалланӑ: аппаратсене регистрацилесси, вӗçеве кăларма килӗштерӳ тăвасси.
Паян «беспилотник хăрушлăхӗ» тесе куллен пӗлтерни пире шиклентерет, сисчӗвлентерет. Нумай пулмасть нăйăлтатса вӗçекен пӗчӗк аппаратсемпе уявсене ӳкереччӗç. Халӗ беспилотниксемпе ял хуçалăхӗнче те усă курма пуçланă, çын иртеймен вырăсенче мӗн пулса иртнине те кăтартать вăл, лавккаран тавар кӳрсе пама та шанаççӗ ăна. Малашне пурнăçра БПЛАпа усă курасси ӳссех пырӗ. Çакăнта программистсен, пилотсен, инженерсен ӗçӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пуласси куçкӗрет. Учебник пулăшнипе ачасем шкул партти хушшинченех унпа ӗçлеме вӗренессе, ăна малалла аталантарасси пирки ӗçлессе шанаççӗ кăларăма хатӗрлекенсем.
Учебник хушма пӗлӳ илекенсенсемшӗн те, технологи кружокӗсене, ачасен технопаркӗсене çӳрекенсемшӗн усăллă пулӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев