Социаллă координатора сăнран пӗлмелле
Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене укçа-тенкӗ кăна мар, коммуналлă хуçалăх услугисем, транспорт тӳлӗвӗ енӗпе çăмăллăхсем, социаллă тивӗçтерӳ, сулăм укçинчен хăтарни, анлă медицина диспансеризацийӗ – пӗтӗмпе 2712 тӗрлӗ пулăшу (https://zabotasvo.tatar сайтра тӗплӗн) пăхăннă. Кун çинчен ТР юстици министрӗн пулăшуçипе Мухаррям Ибятовпа «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗн председателӗ Гузель Удачина «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.
Мухаррям Ибятов çак категорири граждансем валли регионпа муниципалитет шайӗнчи пулăшусем те пуррине тепӗр хут аса илтерчӗ. Хусанта, Актаныш, Кукмор, Мензеле тата Чистай районӗсенче, тӗслӗхрен, обществăлла транспорт (таксисӗр пуçне) тӳлевсӗр.
2023 çулхи июнӗн 1-мӗшӗнченпе ӗçлекен «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн тӗллевӗ – кашни ветерана, пуç хунисен çемйисене çӳлерех асăннă патшалăх пулăшăвӗсене илессинче адреслă пулăшасси. Çак тӗллевпе кашни регионта фондăн филиалӗсем пур, районсенче ятарлă çын – социаллă координатор – ӗçлет.
«Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Гузель Удачина сăмахӗсемпе, Тутарстанра 86 социаллă координатор, мӗнпур районтах. Çавăнпа ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтакăн, пуç хунисен çемйисен ятран пӗлсе сăнран палламалла вӗсене. Хăйсен социаллă координаторӗ кам тата унпа мӗнле çыхăнмаллине çӳлерех асăннă сайтран пӗлме пулать.
Гузель Любисовна каланă тăрăх, филиал ӗçлеме тытăннă кунран (çулталăк та 10 уйăхра) вӗсем патне пурӗ 31 071 çын килнӗ. Тӗпрен илсен, СВОна хутшăннипе çыхăннă тӳлевсем; социаллă пулăшу мерисем; юридици пулăшăвӗн ыйтăвӗсемпе.
Ун сăмахӗпе, çак категорири граждансене квалификациллӗ юридици пулăшăвӗ çитмест. Пуринчен ытларахăшӗ шăпах çак ыйтупа килеççӗ вӗсем патне. Ку енӗпе филиала Тутарстанăн патшалăх юридици бюровӗ пысăк пулăшу парать, урăхла каласан СВО ветеранӗсемпе пуç хунисен çемйисене ăнланмалла чӗлхепе хăйсен прависене ăнлантарса ыйтăва татса пама пулăшать. Паянхи кун тӗлне филиал кун йышши 3 пин ытла обращение пăхса тухнă. Сăмах май, Тутарстанăн патшалăх юридици бюровӗн юрисчӗсем кашни кӗçнерникун «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Тутарстанри филиалӗнче Хусан хули, Ямашев проспекчӗ, 1-мӗш çурт (ДК Химиков ) адреспа йышăнаççӗ. Çапла пӗрле ӗçлени ветерансен, пуç хунисен çемйисен ку е вăл енӗпе пулакан йывăрлăхӗсене хăвăрт татса пама пулăшать.
Анлă диспансеризацие мӗнле иртмелле?
СВО ветеранӗсене чи хумхантаракан ыйтусен списокӗнче анлă медицина диспансеризацийӗ те пулмаллаччӗ пек. Çапăçу хирӗнче хавшанă сывлăха вăхăтра сиплес тӗллевпе пăхăннă ку пулăшу. Шел те, районсенче тӗл пулса калаçнă СВО ветеранӗсенчен нумайăшӗ кун пек пулăшу пурри пирки илтменнине пӗлтӗмӗр. Ветерансен пӗрлехи бази хальлӗхе хатӗр маррине кура социаллă координаторсем пур çӗрте те ӗçлесе çитереймеççӗ курăнать. Тен, çак сăлтавпах республикипе те 100 яхăн çын кăна анлă медицина диспансеризацине тухайнă паян. Çавăнпа тепӗр хут аса илтеретпӗр: аманнипе е контракт вӗçленнипе çар учетӗнчен тухнă кашни ветеранăн (суранланман пулсан та) анлă медицина диспансеризацине (сывлăха пурӗ 14 тӗрлӗ специалист тӗрӗслет) тӳлевсӗр иртме ирӗк пур. Гузель Удачина ветерансене ку енӗпе те социаллă координаторсем пулăшмаллине каларӗ. Урăхла каласан, анлă медицина диспансеризацине иртме ветеранăн хăй тӗллӗн больницăсем тăрăх çӳремелле мар, малтан социаллă координатор патне пымалла. Медицина тӗрӗслевне хăçан тата ăçта иртессине çак специалист йӗркелемелле. Ветеранăн çӳлерех асăннă 14 специалистран пуррисене район больницинчех иртме ирӗк пур, ыттине (е пурне те) çар госпиталӗнче. Асăннă анлă медицина диспансеризацине республикăра пурӗ икӗ госпиталь (Хусанта тата Çырчаллинче) ирттерет. Çак категорири ветерансен сывлăхне тӗрӗслемешкӗн госпитальсене илсе килесси вырăнти социаллă координаторсен тивӗçӗ.
Профессилле ăсталăх чемпионачӗ пулать
Гузель Удачина ятарлă çар операцине хутшăннисене ӗçе вырнаçма пулăшасси фондăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулнине те каларӗ. Паянхи кун тӗлне ку енӗпе пулăшу ыйтса килнисенчен 82 процентне ӗçпе тивӗçтернӗ вӗсем, тепӗр 18 проценчӗ хальлӗхе çине тăрса сипленет-ха. Вӗсем те кадрсен резервӗнче, малашне ӗçе вырнаçтарӗç. Республикăра 78 ветеран хăй ӗçне пуçарнă.
СВО ветеранӗсене социализацилесси, обществăлла проектсене хутшăнтарасси чи пӗлтерӗшлӗ тепӗр задачи пулнине те каларӗ спикер.
Кăçал июлӗн 11 – 14-мӗшӗсенче Хусанта профессилле ăсталăх енӗпе Наци чемпионачӗн суйлав тапхăрӗ иртмелле. Регионсенчи 400 яхăн СВО ветеранӗ хутшăнӗ унта. Тутарстан командинче 29 çын, вӗсене хатӗрлеме тытăннă та ӗнтӗ.
Социаллă координаторсем ятарлă çар операцине хутшăннисемпе пуç хунисен çемйисене çак енӗпе пулăшаççӗ:
– РФ законӗпе пăхăннă социаллă пулăшусене илме;
– Ӗçе вырнаçма;
– Профессилле пӗлӳ илме е урăх специальноçа вӗренме.
«Защитники Отечества» фонд тивӗçтерет:
– Федераллă перечене кӗнӗ реабилитаци иртмелли техника хатӗрӗсемпе тата услугисемпе;
– Федераллă перечене кӗмен реабилитаци иртмелли техника хатӗрӗсемпе тата услугисемпе:
• спорт валли коляскăсемпе,
• спорт валли протезсемпе;
– Автомобильсемпе (икӗ урине те çухатнă виççӗмӗш ветерана çак кунсенче автомобиль параççӗ);
– Спорта явăçтарать;
– Йывăр суранланнисен пурăнмалли çуртне (хваттерне е харпăр çуртне) адаптацилет («Умный дом» система лартать; пурăнмалли çурт-йӗр планировкине улăштарса меллӗ тăвать; ятарлă сӗтел-пуканпа, краватьпе тивӗçтерет).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев