Социаллӑ программӑсем ӗҫре
Автотранспорта ялта пурӑнакан 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене районти медицина организацийӗсене илсе ҫитерме усӑ кураҫҫӗ
Федераллӑ "Аслӑ ӑру" проекта пурнӑҫа кӗртсе 2019 ҫулта Тутарстан 2019 ҫулта LADA KUB «Социальное такси» автомобилӗсене туяннӑччӗ. LADA Largus никӗсӗнче тунӑ машинӑсене 5 пассажир кӗрет, ҫав шутра пӗр коляскӑллӑ инвалид.
Автомобилӗн ятарлӑ версине аппарельпе тивӗҫтернӗ, вӑл пулӑшнипе коляскӑллӑ пассажир ун ӑшне хӑй тӗллӗн ярӑнса кӗме те пултарать.
Автотранспорта ялта пурӑнакан 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене районти медицина организацийӗсене илсе ҫитерме усӑ кураҫҫӗ. Машинасен ӗҫне "Шатл" моделӗпе йӗркеленӗ: поликлиникӑна илсе килнӗ ваттисен пӗрремӗш партийӗ медучрежденире пӑхӑннӑ вӑхӑтра машина иккӗмӗш партине илме каять, иккӗмӗшсене илсе килсен пӗрремӗш партие каялла леҫет те виҫҫӗмӗш ушкӑна илсе килет.
2020 ҫулхи декабрӗн 11-мӗшӗ тӗлне Тутарстан Республикинчи медицина организацийӗсене 42,6 пин ҫынна ҫапла майпа илсе ҫитернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев