Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Соцсетьсенче мӗн ҫырнине йӑлтах ан шанӑр

Карантин вӑл чир сарӑличчен кӗртекен кӗрешӳ меслечӗ. Вӑл меллех мар, ҫапах та унран лайӑхрах асӑрхану па ҫыхӑну меслечӗ хальлӗхе ҫук. Ҫавӑнпа та шкулсене, вузсене, театрсемпе концерт залӗсене вӑхӑтлӑх хупнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар

Республикӑри клиника пульницинче вӗсем патне коронавируслӑ пациентсене илсе килнӗ текен информацие – суя теҫҫӗ. Ку хыпара "Татар-информ" журналисчӗсене РКБ пресс-секретарӗ пӗлтернӗ.

Мессенджерсенче республикӑн клинка пульницине коронавируспа чирленӗ ҫынсене илсе килни ҫинчен хыпар ҫӳрет.
"Ку хыпар тӗрӗс мар, унта пӗр чӗптӗм тӗрӗслӗх те ҫук. Тутарстанра пурӑнакансемпе республика хӑнисене аптраса ӳкме кирлӗ мар тесе калас килет – РКБ штатлӑ режимра ӗҫлет", – тесе пӗлтернӗ медицина учрежденийӗнче.
Коронавирус Чӗмпӗре ҫитни те тӗрӗс мар. Карантин вӑл чир сарӑличчен кӗртекен кӗрешӳ меслечӗ. Вӑл меллех мар, ҫапах та унран лайӑхрах асӑрхану меслечӗ ҫук. Ҫавӑнпа та шкулсене, вузсене, театрсемпе концерт залӗсене хупнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев