Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Совет çарне Афганистанран кăларнă куна халалласа Çӗпрел районӗнче авточупу иртет

Ветерансен автоколонни ирхине 08:00 сехетре Кивӗ Çӗпрелӗнчен тухса Çӗнӗ Йӗлмел ялне каять.

Совет çарне Афганистанран кăларнăранпа февралӗн 15-мӗшӗнче 37 çул çитет. Çак куна халалласа февралӗн 13-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче йăлана кӗнӗ авточупу иртет. Ăна «Афганистан тата ятарлă çар операцийӗсен ветеранӗсен Раççейри Союзӗ» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацийӗн Тутарстанри организацийӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗ (ертӳçи Виктор Петухов) йӗркелет. Кăçалхи авточупу шучӗпе 6-мӗш.

Паллă куна халалланă мероприятин программи кăçал та анлă, кун çинчен пире районти çар вӗтеранӗсен союзӗн председателӗ Виктор Петрович Петухов пӗлтерчӗ. Ветерансен автоколонни ирхине 08:00 сехетре Кивӗ Çӗпрелӗнчен тухса Çӗнӗ Йӗлмел ялне каять. Афган, Чечня тата СВО ветеранӗсене халалланă акцин маршручӗ мӗншӗн çак ялпа çыхăнни ахальтен мар. Афган вăрçинчен таврăнайманнисен шучӗ кунта районти ытти ялсенчен чи пысăкки. Çап-çамрăк 3 срочник-салтакăн пурнăçне татнă ку хирӗçтăру. Афган, Чечня вăрçисенче тата СВОра пуç хунă ентешсене асăнса Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи обелиск умне 10:00 сехетре митинг ирттерсе венок хураççӗ.

Совет çарне Афганистанран кăларнă куна халалланă мероприятин торжествăлла пайӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи Культура çуртӗнче малалла тăсăлать. Кунта та программа анлă: РФ ШӖМӗн (МВД)  отставкăри подполковникӗн, Чечня вăрçин ветеранӗн, Упи чăвашӗн Владимир Егорович Ярухинăн Афган вăрçине хутшăннă Çӗпрел çыннисем çинчен çырнă «Время выбрало нас» кӗнекин (тин кăна тухнă) презентацийӗ пулать. Афган вăрçин ветеранӗсем сцена çине тухса хăйсен сăввисене вулаççӗ, юрлаççӗ. Концерта районти культура çурчӗсен ӗçченӗсем, шкул ачисем те хутшăнаççӗ.

Çар ветеранӗсене реабилитаци иртме, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе çемйисене пулăшакансене, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийӗ пама хастар хутшăнакансене Çар ветеранӗсен Раççейри союзӗн, регионти организацийӗн, Çӗпрел район администраци пуçлăхӗн, Ӗçтăвкомӗн тата 104-мӗш десантпа штурм дивизийӗн 132-мӗш инженерипе сапер бригадин (командирӗ А. Бугаенко) медалӗсемпе тата Тав хучӗсемпе чыслаççӗ. Мероприятие пурне те кӗтеççӗ. (Сăнӳкерчӗксем В.Петухов архивӗнчен).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество