Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Спас башнине кӗме 350 тенкӗ пулать

Хусан Кремлӗн Спас башнине юсаса пӗтерсен кăмăл пуррисем хуть кам та кӗрсе курма пултарать. Чăн та, тӳлевсӗр мар.

Хусан çыннисемпе хăнисемшӗн Хусан Кремлӗн Спас башни юсав хыççăн кӗркунне уçăлать. Музей Кремлӗн стенисемпе башнисене тӗрлӗ вăхăтра мӗнле çирӗплетнипе паллаштарать.Спас башнине халалланă ятарлă уйрăм та пулать. Сăмах май, башньăна 1556-1562  çулсенче Псков зодчийӗсем Иван Ширяйпа Постник Яковлев лартнă. Ятне хапхин тăррине вырнаçтарнă  Спас Нерукотворный турăш ячӗпе панă. Вăхăтӗнче ун çинчи сехет те  хăйне еврлӗ пулнă теççӗ, хальхи пек йӗппи мар, циферблачӗ çаврăннă иккен. Музей çулталăкӗпех ӗçлет, анчах Спас башни вара çулла кăна уçă пулать.

«Хусан Кремлӗ» музей-заповедникăн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, билет хакӗ 350 тенке яхăн пулать, льгота пуррисен йӳнӗрех те. Билетсене музей сайтӗнче, Хусан Кремлӗн кассинче тата «Пушкин картти» урлă туянма пулать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество