Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Специалистсенчен хурав кӗтеҫҫӗ

ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, мерӑсене ҫирӗплетессипе е ҫемҫетессипе ҫыхӑннӑ йышӑнусем административлӑ майпа кӑна йышӑнмаҫҫӗ

 

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикӑри компетентлӑ специалистсене Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ апатлантару заведенийӗсене мӗнлерех режимпа ӗҫлеттересси пирки шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳҫи Лилия Галимова пӗлтернӗ.
"Ыйту килчӗ. Президент ӑна курчӗ. Вӑл Роспотребнадзорӑн штабне уявра общепит ӗҫне санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗ тӗлӗшӗнчен мӗнлерех йӗркелеме пулни пирки шухӑшласа пӑхма хушрӗ", – тенӗ Галимова.
ТР Президенчӗн пресс-службин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, мерӑсене ҫирӗплетессипе е ҫемҫетессипе ҫыхӑннӑ йышӑнусем административлӑ майпа кӑна йышӑнмаҫҫӗ. Роспотребнадзор, Минздрав ӗҫченӗсемпе, мӗн пур теветкеллӗхе хаклама пултаракан специалистсемпе консультативлӑ ӗҫ илсе пырӑнать.
Ҫывӑх вӑхӑтра хурав килет. Президент ҫак ыйтӑва сӳтсе явма хушнӑ", – пӗтӗмлетнӗ Галимова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев