Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӳсӗр водитель тӑванӗсем ГИБДД ӗҫченӗсем ҫине тапӑннӑ

Камскоустьински районӗнчи пӗр ялта йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ ӳсӗр хӗрарӑмӑн тӑванӗсем полицейскисене хӗненӗ тата вӗсен машинине ватнӑ

Ҫӗрккӗ ГИБДД инспекторӗсем иномаркӑна чарнӑ, ун рулӗ умӗнче хӗрӗнкӗ хӗрарӑм ларнӑ пулнӑ. 

Автоледи освидетельствовани иртнӗ хушӑра ун тӑванӗсем ҫулпа ҫӳрес йӗркене пӑснӑ хӗрарӑма ирӗке яма хушма тытӑннӑ. Лешсем килӗшмен. Хирӗҫӳ хӗрсе пынӑ. Тахӑш вӑхӑтра автоледине "хӳтӗлекенсенчен" пӗри чавсипе ДПС машинин чӳречине ҫӗмӗрет те автомобилӗн алӑкне хайӑрать. Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр арҫынпа иккӗшӗ вӗсем ГИБД ӗҫченӗ ҫине чӑмӑрсемпе тапӑннӑ, полици ӗҫченӗсем пирки намӑссӑр сӑмахсем кӑшкӑрнӑ. Тапӑнакансене тытса чарнӑ, вӗсене полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ДПС ӗҫченӗсене – сывату учрежденине. 

Тапӑнакансене 5 ҫула хупма пултараҫҫӗ.  

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев