Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сӗрӗм тивнӗ

Пӗкӗлмере асламăшӗ мăнукне хăй патне илсе кайма тесе килнӗ те хваттерте 28-ти ывăлӗн, 3-ри мăнукӗн виллине тупнă...

Ку пысăк инкек ноябрӗн 18-мӗшӗнче Пӗкӗлмере пулнине хыпарлать РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Кунти Гарифуллин урамӗнчи пӗр çуртра  28-ти арçынпа виççӗри хӗрачи наркăмăшланса вилнӗ, 27-ри мăшăрне больницăна ăсатнă. Вӗсене кил хуçин амăшӗ, пӗчӗк мăнукне хăй патне илсе каяс шутпа килнӗскер, асăрханă. Вăл çитнӗ çӗре ывăлӗпе пӗчӗк мăнукӗ сывламан пулнă ӗнтӗ. Кинӗ вара тăнне çухатнă. Çапла майпа хӗрарăм кинне кăна тăна кӗме пулăшайнă. Кун хыççăн васкавлă пулăшу чӗнтернӗ. Хальхи вăхăтра çак инкекӗн сăлтавӗсене следстви тӗпчет. Хальлӗхе паллă пулнă версисенчен пӗри – çемьене сӗрӗм тивни. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия