СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа Шуршăлта пин тӗп юман лартнă
Çӗнӗ хыпарсем

СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа Шуршăлта пин тӗп юман лартнă

СССР летчик-космонавчӗ, икӗ хутчен Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа кăçал 95 çул çитет.

Иртнӗ эрнере паллă ентешӗмӗрӗн юбилейне халалласа унăн тăван ялӗнче — Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри округне кӗрекен Шуршăлта — йывăç лартнă. 


Çак ырă ӗçе 300 яхăн çын хутшăннă. Ельниково ялӗ çывăхнерех уйăрнă лаптăк çине 1000 тӗп юман лартнă чăваш халăхӗн мухтавлă ывăлне халалласа. 

 

Каласа хăвармалла: ку ырă ӗç «Астăвăм сачӗ» халăхсен хушшинчи акци шайӗнче иртет. Шуршăлта çавăн пекех «Россия» курав-форумра Чăваш Республикине панă Крым хырне те лартнă.

 

Сăнӳкерчӗксем ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин пресс-службин. 


Нет комментариев